ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Маттур çын пур ĕçре те правур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2019 10:48 Просмотров: 36

Вырăссен аслă поэчĕ А.С.Пушкин Чăваш енре Е.И.Пугачев пăлхавĕ иртнĕ вырăнсенче çÿренĕ вăхăтри каланă йĕркесене: «Мĕнле чăваш пулчĕ ку; Юрлать, ташлать, хут купăсне хăй калать..» пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ.

Историе кĕрсе çырăннă йĕркесем нумай чухне шута яраççĕ. Камсем вĕсем – А.С.Пушкина тĕлĕнтернĕ çав ăстаçăсем; Ячĕсене пĕлеймĕпĕр, анчах та юрă-ташă ăстисем хамăр хушăрах пулнишĕн савăнатпăр. Вĕсенчен пĕри – Вăрман Кипекри Леонид Петрович Петров, ку тăрăхри халăх хушшинче палăрнă музыкант-баянист.

Вĕсем, пĕртăвансем, пиллĕкĕн çут тĕнчене килнĕ: Валентин, Анатолий, Елена, Леонид тата Мария. Шел, чи кĕçĕн йăмăкĕн ĕмĕрĕ питĕ кĕске пулчĕ. Валентин тата Анатолий пиччĕшĕсем те пурнăçран ир уйрăлчĕç. Валентин пенсие тухичченех Енĕшри çыхăну уйрăмĕнче почтальонра, Анатолий нумай çул «Звезда» колхозăн 2-мĕш бригада бригадирĕнче ĕçлерĕç. Вĕсене халăх хисепленĕ, юратнă.

Леонид Петровичпа калаçса ларма кăмăллă. Пуринчен ытла вăл чăваш йăмрисене юратать. Ырă чунлă, сăпайлă çын.

Çар службинчи вăхăта кăмăлпа аса илет. Салтак сукмакĕ каччăна Владивостока илсе çитернĕ. Ултă уйăх çар поварĕсен ĕçне вĕреннĕ. Хыççăн Дамански утравне куçарнă. Каярахпа вăл гарнизонри офицерсен столовăйĕнче ĕçлеме пуçлать. Пушă вăхăтра баянпа выляса тĕлĕнтерет. Поварсен конкурсĕнче çĕнтерсе тĕрлĕ чыса тивĕçет.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçличчен вăл Саратов облаçĕнчи ял хуçалăх училищинче вĕреннĕ.

– Демобилизаци хыççăнах «Звезда» колхозра Т-150 «А» трактор çине лартрĕç. Кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçларăм. Пĕр вăхăт пичче – Анатолий Петрович – вырăнне бригадирта ĕçлерĕм, – аса илет Леонид Петрович.

Кăшт вăхăтран ăна «Звезда» колхозăн партком секретарĕ А.А.Александров сĕннипе Вăрман Кипек клубĕн заведующине çирĕплетнĕ. Ун чухне кунта колхоз правленийĕ вырнаçнăччĕ, каярах ăна Уйкас Кипеке куçарчĕç.

Баянист пулнăран кĕске вăхăтрах çамрăксене хăй тавра пуçтарса концерт хатĕрленĕ, халăх умне тухнă. Кайран концертсемпе çывăхри пур ялта, Канаш районĕнчи Ямаш салинче пурăнакансене савăнтарнă. Хыççăн ку ялсенчи коллективсем Вăрман Кипеке хăйсем те концертсемпе килнĕ.

– «Поле чудес» вăйăсене хамăр патра ирттерме пуçларăмăр. Халăх кăмăллă юлатчĕ. Ун чухне завклубсен уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче ĕç çыннисем патне уя хаçат-журналпа тухмаллаччĕ, виçĕ кунта «Боевой листок» кăлармаллаччĕ. Енĕшри тата Уйкас Кипекри ФАП заведующийĕсем – Ирина Данилова тата Мария Ижелеева яланах халăх хушшинчеччĕ. Çавăн пекех кашни клуб ертÿçиех йĕтемсем çинче «хĕрлĕ кĕтес» йĕркеленĕ. «Юлташăм! Тырă – пирĕн пуянлăх, пĕрчĕ хыççăн пĕрчĕ ан çухат, тырă миххи çухалать. Тырра упрăр!» çакăн пек лозунг «Звезда» колхоз агрономне килĕшнĕччĕ, Н.А.Алексеев вара: «Тĕрĕс çыратăн, Леонид Петрович», тесе ырларĕ, – аса илчĕ Леонид Петрович.

Пĕлĕвне вăл Шупашкарти халăх пултарулăхĕн çурчĕн музыка шкулĕнче ÿстернĕ.

Çемье çавăрма Леонид Петрович Алевтина Петровнана Красноармейски районĕнчи Упи салинче тупнă. Мăшăрĕ Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухсан Красноармейски салинче, Вăрнарта, Енĕш салинче, Вăрман Кипекре, Уйкас Кипекре ĕçлерĕ. Нумай хутчен Тав хучĕсене тивĕçрĕ. Халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илчĕ.

Вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ – Толя, Слава, Надя. Анчах Надьăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ – 17 çултах татăлчĕ. Леонид Петровичпа Алевтина Петровна çирĕп хуçалăх тытаççĕ. Кирпĕч пÿрт лартрĕç, ăратлă сурăхсем ĕрчетрĕç, хур-кăвакал йышлă тытнă. Кил хуçи 74-ра пулсан та пыл хурчĕсем тытать. Сад ĕçĕнче те вăл маттур, тĕрлĕ сортсем çитĕнтерет.

Леонид Петрович чаплă пулăçă та. «Ирхине хĕвелĕ хирĕç çутатнă чухне пуллисем ман вăлтана лекессишĕн, «салам, Ленька» тесе калассишĕн черет тăраççĕ пулĕ тетĕп», – шÿтлет Леонид Петрович.

Леонид Петров – ĕç ветеранĕ, культурăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ