ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Йĕркелĕх хуралĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2019 10:52 Просмотров: 33

Обществăлла йĕркелĕх хуралне ахаль çынсене те хутшăнма хавхалантарас, халăх дружинникĕсен ятне çĕклес тесе республикăра иккĕмĕш хут «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурс иртнĕ.

Активлă гражданла кăмăл-туйăмлă 24 хастар хутшăннă унта, пурте вĕсем – ăмăртăвăн районсемпе хуласенчи тапхăрĕн çĕнтерÿçисем. Пирĕн район чысне республика шайĕнче кăçалхи чи маттур дружинник – Хирпуç тата Çĕрпел тăрăхĕсенчи çар учечĕн специалисчĕ Елена Голубцова хÿтĕленĕ. Вĕсем конкурс условийĕсем тăрăх хăйсем саккунсене лайăх пĕлнине, вăй-хал тĕлĕшĕнчен çивĕччине, инкекре пĕрремĕш пулăшу пама хатĕррине кăтартнă.

Елена Голубцован малти вырăна тухма май килмен пулин те (çĕнтерÿçи – Çĕнĕ Шупашкарти Виталий Александров) унăн обществăлла ĕçне тивĕçлипе хакланă. Вăл йĕркелĕхе пăсакан киревсĕр пулăмсемпе вăйпитти арçынсемпе тан кĕрешме хатĕррине уйрăм палăртнă. Пирĕн маттур ентеше Шалти ĕçсен республикăри министерствин Тавĕпе чысланă.

Ытларикун вара халăх дружинин хастарĕсемпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шалти ĕçсен республикăри министрĕ Виктор Шметков тĕл пулнă.

«Эсир полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе, çул-йĕр инспекторĕсемпе, ытти сотрудниксемпе пĕрле урамсенчи, çулсем çинчи йĕркелĕхе, тĕрлĕрен мероприятире хăрушсăрлăха тивĕçтерме пулăшатăр. Кăçал кăна халăх дружинникĕсем хутшăннипе правăна пăснă 2 пин ытла тĕслĕхе асăрхаттарма пултарнă», – тав тунă республика ертÿçи.

Тĕлпулура районти халăх дружинин ĕçĕ çинчен Елена Голубцова та хавхаланса каласа панă. Тĕрлĕрен кăткăс лару-тăрăва курма тивнине, анчах йывăрлăхри çемьесен, ачасен ыйтăвĕсем чĕрере чи тарăн йĕр хăварнине пĕлтернĕ вăл. Кашнине май килнĕ таран пулăшма хатĕр, тенĕ вăл. Çар учечĕ енĕпе тимлекен специалиста паянхи çамрăксем хăйсене мĕнле тытни те шухăшлаттарать. Ял çамрăкĕсен воспитанине хутшăнасси, вĕсен право пĕлĕвне ÿстерме пулăшасси, сиенлĕ йăласенчен пистересси – халăх дружинникĕсен пĕрремĕшле тивĕçĕсен шутĕнче.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ