ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Хăтлăх валли – 1,5 миллиард тенкĕ!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2019 10:53 Просмотров: 134

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 139-мĕш номерлĕ Указ кăларнă.

Михаил Игнатьев влаç органĕсенчен республикăна 2020–2024 çулсенче аталантарма чи малтан пурнăçламалли ĕçсен шутне муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи граждансен пурăнмалли вырăнĕсен хăтлăлăхĕпе пахалăхне лайăхлатассишĕн условисем тăвассине кĕртме ыйтать. Указпа килĕшÿллĕн çынсем пурăнакан территорисене хăтлăлатма республика бюджетĕнчен 1,5 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Çакă чăннипех те пысăк укçа. Кунсăр пуçне документра палăртнă территорисене хăтлăлатассишĕн федерацин «Пурăнмалли вырăн тата хула хăтлăхĕ» наци проектне кĕрекен «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» регион проектне пурнăçлама 350 млн тенкĕ куçараççĕ. Çав территорисене хăтлăлатма кăна пĕтĕмпе 1,85 млрд тенкĕ.

Çав укçана нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, вĕсене автотранспортпа пырса кĕмелли çыхăнусене, картишсене социаллă объектсемпе (шкулсемпе, ача сачĕсемпе, ФАП-семпе, клубсемпе) çыхăнтаракан тротуарсене, кану вырăнĕсене хăтлăлатма, вĕсенче электрохунарсем, архитектурăн пĕчĕк конструкцийĕсем, видеокамерăсем вырнаçтарма, ача-пăча тата спортпа физкультура площадкисем, парковкăсем, клумбăсем тума, çурт-йĕр таврашне ешĕллетме параççĕ.

Кашни район муниципалитечĕпе хула округĕнче миçе çурт картишĕпе тротуарне çĕнетмеллине кура укçа-тенкĕ уйăраççĕ, вырăнти влаç ĕçсене пурнăçлама нухрат мĕн чухлĕ пухăннине малтан пĕлсе тăрать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ