ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Хавхалантарма палăртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:26 Просмотров: 79

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕ тепĕр хут аса илтерет: граждансен саккунсăр упранакан пăшала, çар хатĕрĕсене, сирпĕнекен япаласене, сирпĕтекен хатĕрсене ирĕклĕн килсе пама май пур.

Çакăншăн укçан хавхалантараççĕ: яка кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ – 4000 тенкĕ (1 шт.); касăмлă кĕпçеллĕ сунар пăшалĕ – 5000 тенкĕ (1 шт.);; çар пăшалĕ – 5000 тенкĕ (1 шт); килте тунă перекен хатĕр – 2000 тенкĕ (1 шт.); газ пистолечĕсем, револьверсем – 1000 тенкĕ (1 шт.); граната, мина, снаряд – 3000 тенкĕ   (1 шт); взрыв тăвакан япаласем (тротил, тар, аммонит тата ыттисем – 500 тенкĕ (100 грамм); çар хатĕрĕсем – 50 тенкĕ (1 шт); сирпĕтмелли хатĕрсем (детонаторсем тата ытти) – 800 тенкĕ (1шт/1м).

Кăçал, сăмахран, Малти Ишек ял поселенийĕнчи Т. вăрманта тупнă çар пăшалне килсе панă, çакăншăн ăна 5000 тенкĕ тÿленĕ. Вăрнарта пурăнакан А. яка кĕпçеллĕ икĕ сунар пăшалĕшĕн пĕтĕмĕшле 8000 тенке тивĕçнĕ. Тепĕр тĕслĕхре çакăн пек пăшалшăн Пăртас ял тăрăхĕнчи И.-не 4000 тенкĕпе хавхалантарнă. Ăна вăл çуртăн чартакĕнче тупнă пулнă. Яваплăха туйса хĕрарăм сунар пăшалне полици пайне илсе килнĕ. Çавăн пекех Г. гражданина та, çар снарячĕ килсе панăскере, хавхалантару йĕркипе килĕшÿллĕн 3000 тенкĕ тÿленĕ.

Пытарса усракан, регистрацилемен пăшала, çар хатĕрĕсемпе взрыв тăвакан япаласене, сирпĕтмелли хатĕрсене полици сотрудникĕсем тупсан РФ Уголовлă кодексĕн 222-мĕш статйипе уголовлă явап кĕтет, айăплавĕ – 4 çул таран ирĕксĕр хăварни.

Саккунсăр упранакан пăшал, çар хатĕрĕсем пирки тĕрĕс информацие хыпарлакан граждансене те çак пăшал е çар хатĕрĕшĕн тивекен хавхалантарун 50 процентне тÿлеме пăхнă.

А.САМОЛЕТОВ,

лицензи паракан уйрăмăн инспекторĕ

полици аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ