Ăнăçлă хÿтĕленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:27 Просмотров: 140

Калининăри шкул-интернатра ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Ку вĕрентÿ учрежденийĕнче массăллă спорт ăмăртăвĕсем тăтăш иртеççĕ кăна мар, вĕренекенсем республика шайĕнче те час-часах пиçĕхеççĕ.

Иртнĕ эрнере вĕсем Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн йĕркеленĕ республикăри спорт фестивалĕнче хастарлăх кăтартнă. Программăна спортăн ултă тĕсне кĕртнĕ: шашка, шахмат, джакколо, дартс, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика.

Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсен çитĕнĕвĕ пысăк. Вероника Семенова çăмăл атлетика енĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă. Дартс енĕпе Анвар Бакешко ылтăн, Надежда Платонова кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле зачетра шкул-интернат команди 2-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ