ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Вăрнар чупуçисем малта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:27 Просмотров: 108

Çакна районăн çăмăл атлечĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта Совет Союзĕн Геройне Н.М.Дудецкие асăнса ирттернĕ Раççей хулисен матч тĕлпулăвĕнче те пирĕн ентешсем çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ.

Ку ăмăрту йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк вĕçĕнче иртет. Çамрăк çăмăл атлетсем унта тĕрлĕ дистанцири чупура, çÿллĕшне тата тăршшĕне сикессипе, йĕтре тĕкессипе тата сăнă ывăтассипе тупăшнă. Медальсен комплектне çĕнсе илессишĕн Чăваш ен, Пушкăртстан, Мари Эл, Тутарстан Республикисенчи, çавăн пекех Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчи спортсменсем кĕрешнĕ.

2005–2006 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче, акă, 1500 метрлă дистанцие Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекен Стас Степанов пĕрремĕш, Кульцав шкулĕн вĕренекенĕ Данил Вековищев иккĕмĕш результатсемпе вĕçленĕ.

Иккĕмĕш кунне 800 метра Стас Степанов виççĕмĕш чупса тухнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ