Тăрук чарăнма 500 метртан кая мар кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2017, 16:14 Просмотров: 542

Чулхула чукун çулĕн Сергачри дистанци çулĕн участокĕн пуçлăхĕ Виталий Николаев асăрхаттаруллă цифрăна ахальтен каламарĕ: «Çынна е автомобиле курсан поезда тăрук чарăнма 500 метртан кая мар дистанци кирлĕ...»

Юлашки вăхăтра переездсем çинчи инкексен шучĕ ÿснĕ, Чулхула чукун çулĕсемпе пĕтĕмпе – 21. Çитменнине, пассажир тата хулаçум поезчĕсем хутшăннипе аварисен шучĕ 8 хут ÿснĕ. Икĕ инкекĕ Чăваш ен территорийĕнче пулса иртнĕ. Мĕнпур инкеке «пуçараканĕсем» вара – автотранспорт водителĕсем.

Виталий Васильевич хамăр районти ĕç-пуçа аса илчĕ. Строительнăй урамри переездра çамрăксем, ак, вĕçкĕнле тавлашса автомобильпе черетпе переезд çине поезд умне туха-туха ларнă. Машинистсен куçĕ вичкĕн, вĕсем автомобиль номерне астуса йĕрке хуралçисене пĕлтернĕ, «паттăра» 15 минутран тытса чарнă, явап тыттарнă.

Ăссăрла тĕслĕхсем татах пур. Свердловск облаçĕнче акă пĕр çыннăн вĕçкĕнлĕхне пула икĕ çын пурнăçĕ татăлнă, вăл пассажир поезчĕпе çапăннă.

Çак тата ытти хăшпĕр инкексене аса илни ăнсăртран мар. Юнкун, октябрĕн 4-мĕшĕнче, Пĕрлехи хăрушсăрлăх кунĕ йĕркипе Çарăклă разъезчĕн переездĕнче профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та хутшăнчĕ.

Вăрнар район территорийĕнче «Мускав – Хусан» чукун çулĕ çинче пĕтĕмпе автоматизациленĕ пилĕк переезд вырнаçнă, иккĕшĕ хальлĕхе юсав тăрăмĕнче. Çарăклă разъезчĕ çумĕпе кунне сахалтан та 100 поезд иртет.

– Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ пысăк. Семафорăн чаракан сигналне пăхмасăр переезд урлă каçни, хупă шлагбаума харпăр хăй тĕллĕн уçни пысăк инкексем патне çитерме пултарать, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

Сергачри дистанци çулĕн участок пуçлăхĕ Виталий Николаев водительсене чукун çул переезчĕсем çинче пăхăнмалли правилăсене аса илтерекен памяткăсем валеçрĕ. «Астăвăр, правилăсене пăсса эсир хăвăр пурнăçа çеç мар, поездăн çĕршер пассажирĕн тата локомотив бригадисен ĕçченĕсен пурнăçĕсене хăрушлăх кÿретĕр», – терĕ вăл асăрхаттаруллăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика