ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Çивĕч ăс-тăн пулăшатех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:28 Просмотров: 77

Пирĕн районта шахмат вăййипе туслисен йышĕ хушăнса пынине ку енĕпе иртекен ăмăртусем аван кăтартса параççĕ.

Шашка енĕпе СССР спорт мастерĕ, шахмат ăсти Валерий Наумов, акă, кашни çул турнир пухать. Ачасем хушшинче те çулсерен тупăшусем иртеççĕ.

Спортăн ку тĕсне килĕштерекенсем шăматкун, акă, районти ача-пăча пултарулăх çуртне пухăннă. Партисем питĕ çивĕч иртнĕ. Пĕр тĕлпулура кашни вăйăçа вунпилĕк минутлăх вăхăт уйăрнă.

Арçынсем хушшинче 1-мĕш вырăна районти налук инспекцийĕн ĕçченĕ Дамир Алеев тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Чăрăш Ишекри Виталий Павлов тата Вăрнарти Валерий Наумов.

Хĕрарăмсенчен чи маттуррисем – Хапăсри Александра Ермошкина, Кÿстÿмĕр шкулĕнче вĕренекен Лилиана Филиппова тата Санарпуç шкулĕнчи Мария Смирнова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ