Трактор музейне çитсе курнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:28 Просмотров: 199

Районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕ – активлă ĕçлекен пĕрлĕх. Ун йышне кĕрекенсем, тивĕçлĕ канура пулин те, ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсенчен паян та аякра тăмаççĕ.

Халĕ ку отрасльте тимлекенсене май килнĕ таран сĕнÿ-канашпа та, ĕçпе те пулăшма яланах хатĕр.

Пенсире пулни ниçта тухмасăр килте лармаллине пĕлтермест, теççĕ ветерансем. Вĕсем канăва усăллă ирттерме пĕлни те çакнах çирĕплетет. Ял хуçалăх ветеранĕсем тăтăшах пĕр-пĕринпе тĕл пулса хутшăнаççĕ, культура мероприятийĕсенче те хастар. Пĕрлехи йышпа пĕрмаях экскурси-куравсене тухса çÿреççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, вĕсем республикăн «визитлă карточки» пулса тăнă Трактор историйĕн музейне çитсе курнă. Тахçанхи ĕмĕте пурнăçланă тесен те йăнăш мар – хăйсем те ял хуçалăх техникипе куллен ĕçленĕскерсем çĕршыври тата тĕнчери трактор строительствин çул-йĕрĕпе кăсăкланса паллашнă.

– «Трактор завочĕсем» концерн пуçарăвĕпе «çуралнă» çак музей трактор аталанăвне тĕпчекен пĕртен-пĕр ăслăлăхпа техника центрĕ шутланать. Экспозицийĕсем çав тери пуян. Чăнах та, куç умĕнчех пĕтĕм истори. Авалхи техникăпа пĕрремĕш хут паллашрăмăр пулсан каярахрисемпе тĕрлĕ вăхăтра хамăр ĕçре те усă курнă. Раритетлă ял хуçалăх машинисем кăна кунта 50 ытла. Чылайăшĕ паян тесен паян çула тухма хатĕр. Кунтах Италире, Америкăра тата ытти çĕршывсенче кăларнисем те вырăн тупнă. Сталинград заводĕнче кăларнă паллă «СТЗ-1» трактора та курса тĕлĕнтĕмĕр. Тепĕр тесен, çакăн пек пуянлăха пĕр вырăнта урăх ăçта тупайăн; – хавхаланса каласа пачĕ районти АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Николай Тихонов.

Музей ертÿçи Альберт Сергеев Вăрнартан килнĕ хăнасене музей пурнăçĕпе туллин паллаштарнă. Кунти техника тĕрлĕрен трактор-шоусене, куравсене хутшăннине, историллĕ фильмсенче ÿкерĕннине пĕлтернĕ. Октябрьте, акă, Шупашкарти музейра упранакан раритетлă 21 ял хуçалăх машини Мускаври Агропромышленность комплексĕн эрнине хутшăнма тивĕçнĕ. Манежнăй площадьри Тракторсен куравĕ çак вăхăтра Мускавра пурăнакансен тата тĕп хуламăрăн хăнисен чи кăмăлланă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăнă.

АПК ветеранĕсем экскурсирен тулли кăмăлпа таврăннине пытармаççĕ. Район администрацийĕн ертÿлĕхне унта çитме транспорт енчен пулăшу кÿнĕшĕн тав тăваççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ