Уйкас Кипек ял тăрăхĕн паттăрĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:29 Просмотров: 125

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн халăх çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе кĕçех 75 çул çитет. Çак уявран хакли урăх нимĕн те çук. Урса кайнă нимĕç фашисчĕсене парăнтарма питех те йывăр пул-нине пурте ăнланатпăр. Пире чура тăвассишĕн фашистсем нимĕн те шеллемен вĕт.

Пурнăçра вăрçăран хăрушши нимĕн те çук. Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ салтак, мирлĕ халăх вилнине, мĕн чухлĕ пурлăх кĕлленнине, мĕн чухлĕ куççуль юхнине тĕрĕс шутласа та кăлараяс çук.

Пирĕн ял тăрăхĕнче ултă ял: Уйкас Кипек, Вăрман Кипек, Енĕш, Кивçурт Енĕш, Услантăр Енĕш тата Çĕн Сăрьел. Вĕсенчен фронта 494 çын тухса кайнă, 251 салтак вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Апла пулсан кашни çемьери вăйпитти çын алла хĕçпăшал тытса çĕршыва фашистсенчен хÿтĕленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн ун чухнехи йывăр пурнăç та, çĕршыва сыхланă салтаксем те манăçа тухса пыраççĕ, хăшĕ-пĕрисен çывăх тăванĕсем те юлмарĕç. Çапах та ман асăмра юлнă хăшпĕр фронтовиксене кĕскен те пулин палăртас килет.

Уйкас Кипекри тăхăр çемьерен фронта тухса кайнă икшер ывăл киле таврăнайман, паттăрла пуçĕсене хунă. Вĕсем: Константинпа Петр Ананьевсем, Иванпа Сергей Андреевсем, Василийпе Илья Даниловсем, Арсентийпе Алексей Ефимовсем, Алексей тата Мирон Ивановсем, Александрпа Василий Кузьминсем, Матвейпа Нестер Степановсем, Ананий тата Александр Савельевсем.

Ун чухнехи 18–19 çулхи хĕрсем те фронта кирлĕ пулнă. Анна Андриянова, Елизавета Ефимова, Елизавета Катрамова, Анна Титова Ленинград хулине тăшман самолечĕсем сывлăшран тапăнасран сыхланă. Елизавета Катрамова яла таврăнсан Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен, педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса учительте тăрăшрĕ, ял-йышра ырă ят хăварчĕ. Анна Титова, каярах Иванова, çыхăну уйрăмне ертсе пычĕ. Халь Шупашкарта пурăнать. 96 çулта пулин те çуллахи тапхăрта Енĕшри анкартинче тăрмашать.

Валентин Емельянов Ленинград, Сталинград фрончĕсенче хăйне шеллемесĕр çапăçнă. Пĕринче йывăр аманнă, килне вăл вилни çинчен хыпар çитнĕ. Ленинград çар архивĕнче Валентин Емельянов ячĕ паян та вилнисен списокĕнче тăрать. Паттăр салтак вара халь те пурăнать-ха, кăçал 96 çул тултарчĕ. Вăрçă хыççăн вăл ялти шкулта учительте тăрăшрĕ.

Андрей Михайлов старшинана фронтран таврăнсанах уй-хир бригадирĕ пулма шанчĕç, пултарулăхне кура кĕçех «Звезда» колхоз председательне суйларĕç. Колхоз палăрмалла çитĕнÿсем тунăччĕ, вăрçăра тивĕçнĕ орденсемпе медалĕсем çумне мирлĕ ĕçри наградăсем хушăннăччĕ, вĕсем хушшинче – ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ те.

Алексей Петров пехотинец Латвие ирĕке кăларнă чух хăрах алсăр тăрса юлать. Мирлĕ пурнăçра та хастарччĕ, пурне те хавхалантаратчĕ.

Егор Данилов связист татăлнă пралуксене сыпса командирсемпе штаб хушшинчи çыхăнăва кăлтăксăр ĕçлеттерессишĕн хăйне пачах шеллемен. Пĕррехинче тăшман пульли унăн кăкăрĕ витĕрех тухса кайнă. Госпитальти тухтăрсем вăл чĕрĕ юлнинчен питĕ тĕлĕннĕ. Хăй вара нумай эрне тăна кĕмесĕр выртнă. Егор вилнĕ текен хыпар тăванĕсем патне икĕ хут çитнĕ. Инвалид пулса таврăнсан, выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратаканскер, колхоз лашисене пăхса пурăнчĕ.

Яков Шоркин связист яла иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çеç таврăнчĕ. Утмăлмĕш çулсенче кашни киле радиопа электричество кĕртес ĕçе хастар хутшăнчĕ, юпасем тăрне ун пек хăвăрт хăпаракан çукчĕ. Унсăр пуçне, алла çыхса çÿремелли е стена çине çакмалли сехетсене юсама ăстаччĕ. Хăшпĕр пайĕсене хăй аллипе ăсталатчĕ.

Николай Трофимов фронтра тăлмач пулнă. Тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсен сăмахĕсене командирсем валли вырăсла куçарса панă. Яла таврăнсан шкулта нимĕç чĕлхине вĕрентрĕ. Вăл пурнăçри улшăнусенчен тăрса юлман. Николай Трофимов ялта пуринчен малтан мотоцикл, холодильник туянса тĕлĕнтернĕ.

Иван Сироткин Çĕн Сăрьел клубĕнче ĕçлетчĕ. Унăн ял, колхоз пурнăçне çутатса паракан статйисем район хаçатĕнче час-часах пичетленетчĕç.

Моисей Тимофеев вăрçă çулĕсенче çĕршывăн Инçет Хĕвелтухăçне Япони самурайĕсенчен сыхланă. Унтан таврăнсан шоферсем хатĕрлекен курссенче вĕренсе колхозăн груз турттаракан машинипе хастар ĕçлерĕ. Унăн сăнÿкерчĕкĕ ялан Хисеп хăми çинчеччĕ. Ялти çырмаллă вырăнта йывăçсем лартса ÿстерчĕ. Ăна халь «Моисей вăрманĕ» теççĕ. Вăл яланах хаваслăччĕ, шÿтлеме юрататчĕ.

Егор Давыдовăн пиччĕшĕ Хрисан Давыдов вăрçă пуçламăшĕнчех йывăр аманса нимĕçсен аллине лекнĕ. Чылай çул тыткăнра пулнă. Ирĕке тухса яла таврăнсан колхозра платник ĕçĕпе палăрчĕ. Ирĕклĕ вăхăтра ял çыннисене пÿрт-çурт тума пулăшатчĕ.

Вăрçă чарăнсан салтаксем яла таврăнма тытăнсан каçсерен хурал пÿртне е клуба пуçтарăнатчĕç. Хăш фронтра, ăçти вырăнта пулнисене каласа паратчĕç. Эпир, шкул ачисем, вĕсене тимлĕ итлеттĕмĕр. Унсăр пуçне шкул ачисемпе халăх умĕнче çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме ялан хатĕр пулма хистетчĕç.

Мухтав сире, фронтовиксем, хальхи ăрăва мирлĕ пурнăçпа пурăнма май туса панăшăн. Сирĕн паттăрлăх нихăçан та манăçа тухмĕ.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ