Çĕнĕлĕх вăй илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:39 Просмотров: 145

Росстат пысăк даннăйсемпе ĕçлес концепцие хатĕрлет, унпа вăл 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче усă курасшăн.

«Цифрăллă çырав чылай çĕршывшăн стандарт пулса тăрать. 2020 çулхи çырав вăхăтĕнче Европăри çĕршывсен 85 проценчĕ планшетсемпе тата электронлă анкетăсемпе усă курма планлать. Хăвăрттăн аталанакан тепĕр çул-йĕр – пысăк даннăйсемпе ĕçлесси, вăл шутра социаллă демографи статистикине пухассипе те. Раççей те çак процеса хастар кĕрсе пырать», – пĕлтернĕ Росстат пуçлăхĕ Павел Малков пĕтĕм тĕнчери «Статистика валли цифрăллă повестка: оперативлăх, пахалăх тата уççăнлăх» конференцире.

Чи малтанах мобильлĕ çыхăну даннăйĕсем çине тĕрев тăвĕç. Вĕсем переписчиксем тата «Госуслуги» портал урлă пухнă информаци тĕрĕслĕхне палăртма май парĕç.

Ку – эксперименталлă проект. Вăл йăлана кĕнĕ тата çĕнĕ меслетпе информаци пухас ĕçсен пахалăхне танлаштарма май парĕ.

Çитес çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ цифра технологийĕсене усă курнипе иртĕ. Çĕнĕлĕхсен шутĕнче – çынсен «Госуслуги» порталта çырав листисене хăйсем тĕллĕн çырса тултарма май пурри. Пурăнмалли çуртсене çаврăннă май Росстат переписчикĕсем ятарлă программа тивĕçтерĕвĕллĕ планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех çынсен çырав участокĕнче, вăл шутра МФЦ-ра та, анкета листисене тултарма ирĕк пур.

Чăваш енре Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Августра регистраторсем 275,6 пин çуртпа строение тĕрĕсленĕ. Вĕсем 3,7 пинĕшне списока кĕртменнине палăртнă, арканнă, çунса кайнă çуртсене, çуртсăр çĕр лаптăкĕсене – пĕтĕмпе 16,6 пин – списокран кăларнă. Çавăн пекех вĕсем урам ячĕсене, çурт, хваттер номерĕсене палăртакан указательсем пурри-çуккине, урамсене çутатнине тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсем тĕлĕшпе район-хула администрацийĕсене вĕсене пĕтерме информацисем тăратнă.

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти халăх шучĕн тата наци тытăмĕн тĕрĕс даннăйĕсене пĕлме кăна мар, регионсенче, хуласемпе ялсенче пулса пыракан социаллă экономика процесĕсене курма та май парĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ