ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Ишме пĕлни усăллă, кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.12.2019 11:39 Просмотров: 446

Шывсем çинче пулакан инкексенче çулсерен ачасем путнă тĕслĕхсем чылай çырăнаççĕ. Нумай чухне çакă вĕсем ишме пĕлменнипе çыхăннă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ачасен сывлăхне çирĕплетессине тата ÿт-пÿ аталанăвне пулăшассипе хушма мерăсем çинчен» Указĕ çак çитменлĕхе пĕтерес ĕçе ырă витĕм кÿрĕ. Документ ачасене, уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсене (2–4-мĕш классене), ишме вĕрентес тĕллевлĕ. Михаил Игнатьев сăмахĕсемпе, çулсерен 15 пине яхăн ачана тÿлевсĕр майпа ишев мелĕсене хăнăхтарĕç.

Занятисене республикăри физкультурăпа спорт тата вĕрентÿ организацийĕсен балансĕ çинче шутланакан бассейнсенче ирттерме палăртаççĕ. Вĕсенчи медпунктсене кирлĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтерме 17,973 млн тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне, 59 инструктора ятарласа вĕрентĕç.

Ишев бассейнĕсем çук районсенчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен бассейнпа тивĕçтерессипе çывăхри муниципалитетсемпе калаçса татăлма тивĕ.

Çакă та кăмăллă, çуллахи вăхăтра Шупашкарти тĕп пляжра тата Çĕнĕ Шупашкарти Атăл çыранĕ хĕрринче ачасене ишев элеменчĕсене тата шыв çинче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентĕç.

«Ишни ачасен организмĕн хÿтĕлев свойствине ÿстерет, шăнса пăсăлассинчен, вируслă чирсенчен хÿтĕлет, сывлав, чĕре-тымар системисене аталантарать, ыйха, аппетита лайăхлатать. Ишни пĕтĕм енчен усăллă. Ачан кĕлетки те хитре пулать, иммунитечĕ – çирĕп», – пĕлтерет Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп педиатрĕ Эльвира Павлова.

Куратпăр, Чăваш ен Пуçлăхĕн çĕнĕ Указĕ чи çивĕч проблемăсене татса пама пулăшĕ – çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетме те, ачасен шыв çинчи травматизмне асăрхаттарма та.

– Вăрнарта бассейн уçнă чухне ачасене ишме вĕрентессине те планланăччĕ. Шел те, хальлĕхе ку ыйтăва татса пама май килмерĕ. Хамăр районтан кунашкал çын тупăнмарĕ, Шупашкартан темиçе тренера та Вăрнара чĕнтĕмĕр, анчах та пирĕн шалу вĕсене тивĕçтермест. Ку енĕпе ĕçлетпĕр, – терĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров.

Вăл каланă тăрăх, Вăрнарта бассейн уçнăранпа спорт объектне пĕтĕмпе 12 пин ытла çын килнине шута илнĕ.

Çĕнĕ Указ спортăн ку тĕсне килĕштерекенсен шутне тата та ÿстерессе шанас килет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ