ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пĕрлехи вăйпа – çĕнĕ часавай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019 09:56 Просмотров: 123

Çăлкас Кăкшăм салинче 1899 çултан П.Бакулин купца хăпартнă чиркÿ ĕçлени паллă. Истори докуменчĕсенче кăтартнă тăрăх, унти пĕрремĕш священник – Григорий Краснов.

Прихута тăватă поселени кĕнĕ, тенĕ. Анчах чиркÿ алăкĕсем 1932 çулта, тĕне хирĕçле вăхăтра, хупăннă. Çулсем иртнĕçемĕн чиркÿ карти вуçех пушанса юлнă. Апла пулин те сăваплă вырăна ял халăхĕн кашни ăрăвĕ хисеплесе асра тытнă.

Çапла, пĕрремĕш чиркÿ уçăлнăранпа шăп 120 çул иртсен Çăлкас Кăкшăм салинче сăваплă вырăн çĕнĕрен «чĕрĕлчĕ» – кунта илемлĕ те хăтлă часавай çĕкленсе ларчĕ. Вăл малтанхи, совет саманинче аркатни, пекех йывăçран. Унчченхи пекех хăватсем тăвакан Николай Çветтуй ячĕпе хисепленет. Ыркăмăллăх ĕçне пуçараканĕ, строительствăна йĕркелесе пыраканĕ – ку ялта çуралса ÿснĕ Владимир Лысов. Часавай хăпартма вăл хăйĕн укçи-тенкине те хывнă.

Каламалла, вырăнти хастарăн пуçарăвĕпе мĕнпур ял çынни хавхаланнă. Пурте кар тăрса чиркÿ картинче тирпейлесе-тасатса йĕрке кĕртнĕ, строительство ĕçĕсене те хутшăннă. Салара пурăнакансем те, кунта çитĕнсе тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ ентешĕсем те май килнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Вырсарникун, Варнава митрополит пилĕпе, VII округ благочиннăйĕ Калининăри чиркÿ настоятелĕ Сергий Моряков протоиерей çĕнĕ часавая сăваплас чина ирттернĕ. Часавая уçма пухăннă сала çыннисене вăл сăваплă ĕçшĕн тав тунă, ял тата вырăнти храм историне асра тытса чунпа таса пулма чĕнсе каланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ