ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Санарпуç хĕрĕсем – пăртассен юратнă кинĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019 09:57 Просмотров: 115

Радиопа е телевизорпа «Иваново – город невест» юрра илтсен кашнинчех хамăр районти Санарпуç ялĕ аса килет. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрĕн 20–30-мĕш çулĕсенче Пăртас каччисенчен нумайăшĕ мăшăр шыраса Санарпуçне çул тытнă.

Санарпуç хĕрĕсемпе мăшăрланнă çемьесем эпĕ пĕлнисем кăна Пăртасра вунпĕр таран, вĕсенчен тăххăрăшĕ – манăн тăвансем. Çакна палăртмалла: вĕсем пурте мĕн виличчен пĕр-пĕрне чунтан-чĕререн парăннă мăшăрсем пулнă. Санарпуçĕнчен качча килнĕ хĕрсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, вăрçă суранĕсене е чире пула упăшкисемсĕр тăрса юлсан та акăш евĕр хăйсем мĕн ватăлса виличченех мăшăрĕсем умĕнчи тÿрĕлĕхе упранă.

Хĕр шыраса Пăртасран Санарпуçне чи малтан çул хываканĕ Алексей Капитонов пулнă. Çураçнă хыççăн 1909 çулта чăвашсен авалхи йăлипе туй тунă. А.Капитонов пулас арăмне Пăртаса лаша çине утлантарса килнĕ. Çавна май вĕсен кинĕ – Анастасия Архиповна учительница – кăмăллăн каласа кăтартни асра. Чылай вăтăлсан Кĕпитунч кукаçипе (унăн мăшăрĕ аслапайпа пĕр йăхран пулнăран ăна çапла чĕнетчĕç) кинемейĕ юнашар ларнă тет те, кинемейĕ ăна ÿпкелет-мĕн: «Эсĕ мана качча илсе килнĕ чухне эпĕ утланнă лашана пушăпа вирлĕн çапрăн, юрать-ха, лаша çинче ларма пĕлеттĕм те ÿкмерĕм».

Çапла, вĕсем ватăлса виличченех пĕр-пĕринпе килĕштерсе-юратса пурăннă, икĕ ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те питĕ ĕçчен пулнăран пурнăçне лайăх аталантарма пуçланă, урамалла виçĕ чÿречеллĕ, крыльцаллă хÿхĕм пÿрт лартнă. Анчах çакă влаçрисене тата ял кахалĕсенчен тăракан чухăнсен комитетне килĕшмен. Ун чухнехи саккунпа вĕсен кил-çуртне туртса илнĕ, хăйсене ссылкăна ăсатнă. Пÿртне пăсса колхозăн «общий двор» текен вырăнне кайса лартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Кĕпитунч кукаçисен çуртне ялти масар çине куçарчĕç. Ĕçчен çынсене çак тĕрĕсмарлăх пурпĕрех çапса хуçайман, ссылкăран таврăнсан Кĕпитунч кукаçи каллех ялта çук пилĕк стеналлă, тăррине юман клепкăпа витнĕ капмар пÿрт туса лартнă. Лаша усрама чарнăран ĕне кÿлетчĕ. Хăйсен ĕçченлĕхне пула нумай шар курни çитмен – 1941 çулта вăрçă инкекĕ пырса çапать. Авланнă ывăлне Ивана, ялта ăна Пĕчĕк Йăван тенĕ, фронта ăсатнă. Шел, ăна каялла таврăнма пÿрмен. Çирĕм тăххăрти Костя ывăлĕ те (аттесем ăна Çтенкки тетчĕç) 1954 çулта Мăшавăшра машина айне пулса сарăмсăр вилнĕ, пĕчĕк хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕсĕр юлнă.

Манăн асатте те мăшăрне Санарпуçĕнче тупнă. Амăшĕ вырăс хĕрĕ пулнăран ялта ăна Майра Йăван Ванькки тенĕ. Вăл 1922 çулта Радаевсен йăхĕнчи Тарье ятлă хĕрпе çемье çавăрнă, вĕсем ултă ача çуратнă. Шел, чире пула иккĕшĕ ачаллах вилнĕ. Асатте те аслапайпа 24 çул пĕрле пурăннă хыççăн чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Аслапай вара 32 çул пĕччен пурăнса пурнăçне ÿссе çитмен ачисене ура çине тăратассине халалланă.

Маларах асăннă Кĕпитунч кукаçин ывăлĕ Иван та ашшĕ пекех Санарпуçĕнчен Марье ятлă хĕр илсе килсе çемье çавăрнă, асатте пурăнакан урама уйрăлса тухса унпа кÿршĕллĕ пулнă. Иванпа Марье те асатте пекех ултă ача çуратаççĕ. Анчах Иван вăрçă хирĕнче пуçне хурать. Марье кинеми вара ачисене пĕчченех ÿстерет, ватăлса виличченех упăшкине кĕтет. Астăватăп-ха, 1995 çулта Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ял Совечĕ вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсене парнесем тыттарнăччĕ. «Йăван мана 50 çултан посылка ярса пачĕ...» – парнеленĕ калушне аллинче тытса тăракан Марье кинемейĕн куççуль витĕр каланă чуна пырса тивекен сăмахĕсем паян кун та асăмра. Ултă ачана пĕччен ура çине тăратма çăмăл пулман, паллах. Апла пулин те Марье кинемей хăйне хавас тытма тăрăшатчĕ. Ырă кăмăллă пулнăранах хăйĕн мăнукĕсем кăна мар урамри пур вĕтĕр-шакăр ăна мамак тесе чĕнетчĕ.

Марье кинемей час-часах аслапай патне каçса ларатчĕ.

Эсĕ – Тарье, эпĕ – Марье,

Эсĕ те Санарпуç, эпĕ те Санарпуç.

Сан старик та Йăван, манăн та Йăван.

Эпир санпа уйрăлми тăван, –

праçниксенче-мĕнсенче çапла юрласа аслапай кăмăлне çĕклетчĕ вăл.

Пурăннă чухне Марье кинемейĕн упăшки çумне Шепер хушма ят та çыпçăннă. Эпĕ тĕпченĕ тăрăх, çак сăмах манăн ватă асаттепе вырăс аслапай кÿршине «шабăр» тесе чĕннĕрен пуçланнă. Вырăссен «шабăр» сăмахĕ чăвашла кÿршĕ тенине пĕлтерет. Çак хисеплĕ хушма ят ялта паян кунчченех пырать. Марье кинемее ял çыннисем Шепер карчăк тетчĕç, ачисемпе мăнукĕсен ячĕсем те Шепер сăмахран пуçланаççĕ.

Асаттен шăллĕ Санька та каччă çулне çитсен Санарпуçĕнчи Матрунь ятлă хĕре качча илет, вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратаççĕ. Санька мучин те, асатте пекех, йывăр чире пула пурнăçĕ 1948 çулта татăлать. Матрунь кинемей вара виçĕ ачине пĕччен çитĕнтерет, хăй 85 çула çитсе çĕре кĕриччен вĕсен ашшĕн ятне ямасть.

Асаттен иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ те, эпĕ ăна Ваçкă мучи теттĕм, Санарпуçĕнчи Укçине ятлă хĕрпе çемье çавăрнă. Вĕсен Зина ятлă хĕр çуралнă. Вăл ÿссе çитсе качча тухсан ашшĕпе амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ.

Манăн икĕ кукки те Санарпуç хĕрĕсене куç хывнă. Павăл кукки вăрçăччен Укçине ятлă хĕрпе, Тимахви кукки вăрçă хыççăн Настя ятлă хĕрпе мăшăрланнă. Шел, Укçине кинемей Павăл куккипе пилĕк çул кăна пурăнма ĕлкĕрнĕ, 74 çула çитиччен хĕрĕпе тата тăватă мăнукĕпе пурăнса ĕмĕрленĕ. Икĕ ывăлĕ çамрăклах сарăмсăр вилчĕç. Тимахви куккипе инкен те ăнăçлă аталаннă пурнăçĕ телейсĕр вĕçленчĕ.

Санарпуç хĕрĕпе пĕрлешсе çавăрнă тепĕр çемье Пăртасри Якур мучипе Варвари кинемейĕн, вăрçă вăхăтĕнче вăл паллă трактористка пулнă. Вĕсем вăрçă хыççăн мăшăрланса икĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Турра шĕкĕр, тăваттăшĕ те тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ. Егор Анисимовичпа Варвара Игнатьевна çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ.

Санарпуç хĕрĕ Зоя Павловна Великанова та институт пĕтерсен, 1968 çулта, направленипе килсе Пăртасра тĕпленчĕ, ялти шкулта директор таран ÿсрĕ. Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистпа пĕрлешсе Пăртасра Сенькова хушаматпа пурăнма пуçлани кăçал 50 çул çитрĕ. Упăшки, Валентин Степанович, колхозăн тĕп инженерĕнче нумай çул вăй хучĕ. Шел, вунă çул каялла чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Çапла, Зоя Павловнан шăпи те Санарпуçĕнчен качча килнĕ ытти кинемейсенни евĕрлех пулса тухрĕ. Паян вăл тăтăшах килсе çÿрекен ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ тата мăнукĕсен пулăшăвĕпе хуçалăхне çирĕп тытать, выльăх-чĕрлĕх те усрать.      

Колхозра нумай çул паллă тракторист пулнă Анатолий Григорьев та (ялта ăна Ывлăм Толя ятпа лайăх пĕлеççĕ) Плаки мăшăрне Санарпуçĕнче тупнă. Александр Волковăн, ял çыннисем ăна Кашкăр Саньки тетчĕç, Марье мăшăрĕ те Санарпуçĕнчен.

Çапла, иртнĕ ĕмĕрхи Санарпуç Пăртас яшĕсене хĕрсемпе тивĕçтерекен ял пулнă. Çавна май Пăртасра пурăнакан нумай çыннăн, çав шутра манăн та, несĕл тымарĕ Санарпуç ялĕпе çыхăннă.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ