ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Тивĕçлĕ тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019 09:57 Просмотров: 58

Пысăк юбилейсене паллă тунисем иртнĕ уйăхра районта чылайăн пулчĕç. Вĕсен йышĕнче хамăр тăрăхри хисеплĕ, ятлă-сумлă çынсенчен пĕри – Мачамăшра пурăнакан Павел Иванович Князев – 95-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илчĕ.

Павел Иванович – паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ку ялти пĕртен-пĕр ветеранĕ. Тăшмансемпе çапăçса вăл 1-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче Хĕвелтухăç Пруссири операцие хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ. Вăрçă участникĕн орденĕсемпе медалĕсем кăкăр тулли.

Район аталанăвĕнче те паллă йĕр хăварнă вăл – 40 çул ытла «Правда» колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă. Колхоз экономикине çĕклессишĕн, хуçалăх ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн сахал мар тăрăшнă. Павел Князев ертсе пынă бригада ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе кăтартуллă ĕçлесе яланах малтисен ретĕнче пынă. Çĕршыв чечекленĕвĕшĕн тимленĕшĕн тивĕçнĕ наградисем тем чухлех, çав шутра – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ те.

Юбилей кунĕнче Павел Иванович хăйĕн ячĕпе тивĕçлипех тав сăмахĕсем чылай илтнĕ. Чи малтанах юратнă та çывăх çыннисен – ачисемпе мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен – ăшă та чĕререн тухакан саламĕсене. Хисеплĕ ентеше район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Константинова та килне çитсе саламланă. Павел Ивановича татах та вăрăм ĕмĕр пурăнма çирĕп сывлăх суннă, ĕмĕр тăршшĕпех çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ тата патриочĕ пулнăшăн, çамрăк ăрăва тĕрĕс пахалăхсемпе ÿстерме пысăк тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тунă.

Хĕллен пĕрремĕш кунĕнче вара ертÿçĕсем Шăхальти Феодосия Федоровна Федорова патне хăнана çитнĕ. Сăлтавĕ те сумлă – Калинино тăрăхĕнчи хисеплĕ ватă 90 çул тултарнă.

Феодосия Федоровна ку ялтах çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ, вăхăчĕ йывăр килнĕрен, выляса-савăнса иртмен: 4 класран вĕренсе тухнă хыççăн аслисемпе тан тĕрлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Вăрçă çулĕсенче торф кăларма та хутшăннă, окопсем чавнă – пĕтĕм вăя фронта пулăшу пама хывнă. Каярахпа мĕнпур ĕç стажĕ тăван «Правда» колхозра çырăннă.

90-ри Феодосия Федоровна паян юратнă хĕрĕн тимлĕхĕпе хÿтлĕхĕнче пурăнать. Хăй те вăл çулсене парăнмасть: вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ – ĕç тата лайăх кăмăл-туйăм, тет.

Юбиляр хăйне хисеп тăвакансене, саламлакансене пурне те ĕçе юратса, ырă та ăшă туйăмсемпе хавхаланса, сывлăхлă та телейлĕ нумай çул пурăнма суннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ