Чи лайăх династисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 09:58 Просмотров: 244

Юнкун Шупашкарта чи лайăх ĕç династийĕсене Чăваш Республикинчи «Çулталăкри чи лайăх çемье-2019» конкурс йĕркипе чысланă. Наградăсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă.

Кăçал конкурса 138 çемье хутшăннă. Пирĕн район чысне Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи Васильевсен çемйи хÿтĕленĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, патшалăх çемьесемпе ачасене пулăшас тĕллевпе нумай ĕç тăвать. Кăçал кăна Чăваш енре социаллă политикăна аталантарма 14 млрд тенкĕ уйăрнă. Çемьесене тивĕçекен мĕнпур пособипе тÿлеве вăхăтра параççĕ. «Республикăра нумай ачаллă çемьесен йышĕ çулсерен ÿсет. Кун пек çемьесенче йăх историне тĕпчес, хамăр йăла-йĕркене упрас тесе нумай ĕçлеççĕ», – тенĕ вăл.

Промышленность облаçĕнчи ĕç династийĕсем хушшинче чи пысăк хисепе Вăрнарти Устимовсен çемйи тивĕçнĕ. Ку çемье династийĕн «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнчи пĕтĕмĕшле стажĕ 388 çулпа танлашать.

Династие пуçараканĕ – Иван Егорович Устимов. Вăл пысăк çемьене тăрантарас тесе лаша паркĕнчи возчикăн йывăр ĕçне суйланă. Заводра 16 çул тимленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, паттăрлăхшăн медальсене тивĕçнĕ. Унăн сакăр ачинчен çиччĕшĕ ашшĕн çулĕпе кайнă – заводра тимлеме тытăннă. Çавăн пекех – мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те. Династи 20 çынна пĕрлештерет.

Хальхи вăхăтра ку йăхран заводра çиччĕн тăрăшаççĕ: Николай Устимов – 181-мĕш цехăн аппаратчикĕ, Екатерина Устимова – промышленноçпа санитари лабораторийĕн химанализ лаборанчĕ, Игорь Савин – социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, Константин Савин – 181-мĕш цехăн укладчик-упаковщикĕ, Елена Савина – диспетчер службин операторĕ, Ирина Веденина – полимерлă савăтсен производствин цехĕн пластмасса шăратаканĕ, Виктор Веденин – ку цехăн наладчикĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика