Пур çĕрте те хастар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 09:59 Просмотров: 234

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн çамрăк ĕçченĕсен Канашĕ республикăри конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Республикинчи чи лайăх çамрăксен Канашне палăртакан конкурс ноябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ. Финал площадки вырăнне агрегат завочĕн культура çуртне суйласа илнĕ. Унта район-хуласенчи 12 команда хутшăннă.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн çамрăк ĕçченĕсен Канашне производствăн автоматизациленĕ управленийĕн инженерĕ Эдуард Гаврилов ертсе пырать. Вăл конкурсра «Ĕçлекен çамрăксен Канашĕн чи лайăх председателĕ – 2019» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.

Финалта командăсем хăйсен кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн çамрăксен Канашĕ спорт тата ыркăмăллăх мероприятийĕсене чылай ирттернĕ, вăл шутра – çамрăксен республикăри спорт фестивалĕ, вырăс шашкипе турнир, район тăрăх велочупу, çавăн пекех пушарта шар курнă çынсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшнă тата ытти те.

Финалта заводăн творчество номерне лайăх шухăшсемшĕн, кăсăклă атрибутсемшĕн тата артистла пысăк пултарулăхшăн лайăх хак панă.

Командăна Эдуард Гаврилов, Людмила Петрова, Анжела Константинова, Алексей Матвеев, Татьяна Юдина, Людмилăпа Юрий Петровсем тата ыттисем те пĕрлешнĕ. Вĕсем пурте заводăн тĕрлĕ подразделенийĕнче ĕçлеççĕ.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика