Уявлама сăлтавĕ те, кăмăлĕ те пулчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 10:00 Просмотров: 230

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче футбол сезонне пĕтĕмлетнине чаплăн паллă турĕç

Хăнасем тÿрех импровизациленĕ футбол аренине лекрĕç. Уяв-матч уçăлни пирки футбол сцени çинчи судьян шăхличĕ пĕлтерчĕ. Çак кун зал та трибунăна çаврăнчĕ. Тĕп болельщиксен йышĕнче вара Чăваш ен фузкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богоратов, регионсем хушшинчи «Приволжье» футбол союзĕн президенчĕ Владимир Афанасьев, ĕç тăвакан директорĕ Евгений Пошивалов, завод директорĕ Владимир Свешников тата «Звездопад» филиал директорĕ Владимир Яковлев пулчĕç.

Чи курăнакан вырăнта «Химик-Август» командăсен йышлă трофейĕсем ылтăнпа-кĕмĕлпе çутатса лараççĕ. Уявлама сăлтавĕ те, кăмăл та пур! Тĕп команда Атăл тăрăхĕнчи зонăра тепĕр хут ылтăн дубль турĕ, Раççей первенствин III лигинче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, «Приволжье» МФС Кубокне çĕнсе илчĕ!!! Чăваш ен чемпионатĕнче çиччĕмĕш хут чемпион пулса тăчĕ, Чăваш ен Суперкубокĕ улттăмĕш хут ун аллинче!

Ачасен командисем те чаплă çитĕнÿсем турĕç. «Химик-Август» спорт клубĕнче вĕсем пĕтĕмпе тăххăр, футбол секцине 164 ача çÿрет. 2009 çулта çуралнă каччăсем кăçал Хусан, Йошкар-Ола, Владимир, Шупашкар хулисенче палăрчĕç. Чи пысăк награда – Сочире иртнĕ вăйăсенче Шмидт адмирал Кубокне çĕнсе илни. Сезон кăтартăвĕсемпе чи лайăх вăйăç ятне Максим Краснов, Екатерина Леонтьева, Александр Белинов çĕнсе илчĕç.

2006–2007 çулсенче çуралнă ачасем Чăваш ен первенствин бронза призерĕсем пулса тăчĕç. Тренерĕ – Артем Мищенко. Ку ÿсĕмри Владимир Лаптев ертсе пыракан ушкăн улттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Командăн чи лайăх хÿтĕлевçи – Дмитрий Кириллов, чи лайăх çурма хÿтĕлевçи – Кирилл Краснов, чи лайăх тапăнса выляканĕ – Алексей Клемин.

Аслă ÿсĕмри каччăсен команди (2002–2003 çулсенче çуралнисем) – республика первенствин çĕнтерÿçи. Чи лайăх бомбардирсен йышне пирĕн «снайперсем» те лекнĕ: Никита Александров, Вадим Рыбкин, Максим Куприянов. Темиçе çамрăк кăçал «Химик-Августăн» тĕп команди йышне кĕчĕç. Чи лайăх хÿтĕлевçĕсем – Ростислав Петров тата Никита Михайлов, чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ – Дмитрий Германов, чи лайăх тапăнса выляканĕ – Максим Куприянов.

Аслă ÿсĕмри каччăсем мини-футбол енĕпе республика первенствинче çĕнтернĕ. Унта тăхăр команда тупăшнă. Александр Строганов тата Артем Мищенко тренерсен вĕренекенĕсем финалта вăйлă соперникпа, Раççей вăййисен призерĕпе – Шупашкарти 61-мĕш шкул командипе тĕл пулнă, вĕсене 7:1 шутпа парăнтарнă. Командăри пур футболист та тенĕ пек Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренет.

Первенствăн чи лайăх вăйăçин ятне Леонардо Семенова панă. Команда мухтавне тивĕçнисем çавăн пекех – Денис Саламатов, Денис Рыков, Никита Александров тата Никита Степанов. Вĕсемсĕр пуçне командăна Илья Максимов, Никита Алексеев, Макар Макаров пĕрлешнĕ.

Кăçал хĕрсен тата Александр Борисович Строганов тренер пуçарăвĕпе 2003–2004 çулсенче çуралнă хĕрсен футбол командине йĕркеленĕ. Вăл мини-футбол енĕпе республика первенствинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Чăваш ен чемпионачĕн аслă дивизионĕнче çичĕ команда тупăшнă, 12 вăйă иртнĕ, вĕсенчен вуннăшне вăрнарсем çĕнтерÿпе, пĕр тĕлпулăва никам çĕнтерейменнипе вĕçленĕ. Командăн чи лайăх хÿтĕлевçи – Михаил Хозилов, чи лайăх çурма хÿтĕлевçи – Александр Черентанов, чи лайăх тапăнса выляканĕ – Роман Шалин, вăлах Чăваш ен чемпионачĕн чи лайăх бомбардирĕ те.

«Футбол 1-мĕш номерлĕ спорт вăййи пулнă, пулать те. Вăрнар Чăваш енри чи хастар та тĕп футбол центрĕ пулса тăчĕ», – терĕ физкультура министрĕ Михаил Богоратов. Вăл ырă хыпар та пĕлтерчĕ: çитес çул республикăра искусствăлла сийлĕ тата тепĕр 10 футбол уйĕ уçăлĕ.

Завод директорĕ Владимир Свешников футбол командăлла вăйă пулнине палăртрĕ. Завод коллективĕ те – команда, вăл та футболистсем пекех пĕтĕм вăя хывса çитĕнÿсем патне ăнтăлать.

«Химик» спорт клубĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров «фронтăн курăнман боецĕсене» – ашшĕ-амăшне, спорт клубĕн ĕçченĕсене – тав турĕ.

Кашни ушкăнри футболистсене сцена çине чĕнсе чысларĕç. Вĕсен ячĕпе «Приволжье» МФС президенчĕ Владимир Афанасьев, «Звездопад» филиал директорĕ Владимир Яковлев мухтавлă сăмахсем каларĕç.

Вăрнар болельщикĕсем чи хастаррисем. Çакна нумай матч инспекторĕсемпе судйисем палăртаççĕ. Заводăн ЛПХ цехĕн пуçлăхĕ Геннадий Васильев килти вăйăсене курма кăна мар, ытти хуласене те тухса çÿрет. Куракансен ячĕпе унран та тав сăмахĕсем тухрĕç.

Футбол хыпарĕсене болельщиксем ВКонтакте социаллă сетьри «ФК «Химик-Август» Вурнары» страницăран пĕлеççĕ. Интернет-ушкăнри сасăлавпа чи лайăх вăйăçăн ятне Артем Бычков çĕнсе илнĕ.

«Химик» спорт клубĕ футбола кăна мар, фитнес-аэробикăна та аталантарать. «Радуга», «Best», «Next» командăсен номерĕсем чаплă парне вырăнне пулчĕç.

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика