Проекта сÿтсе явнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 10:01 Просмотров: 255

Çитес тата 2021–2022 çулсем валли планпа пăхнă бюджет проектне уçă итлевпе пăхса тухнă.

Район администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле унта вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, Тĕрĕслевпе шутлав органĕн представителĕсем, учрежденисен ертÿçисем, ыттисем хутшăннă.

Финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова палăртнă тăрăх, проекта хатĕрленĕ май районăн 2020–2022 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн прогнозлă кăтартăвĕсене тата налукпа бюджет саккунĕсенчи 2020–2022 çулсенче вăя кĕрекен улшăнусене шута илнĕ.

Çапла майпа 2020 çулта район бюджечĕн тупăш пайĕ 698,7 млн тенкĕ, тăкакĕсем те 698,7 млн тенкĕ пулассине планлаççĕ. Тавăрса памалла мар субсидисем çитес çул 516,5 млн тенкĕ кĕрессе палăртаççĕ. Уçă итлеве хутшăннисем бюджет проекчĕ тĕлĕшпе хăшпĕр сĕнÿсем кĕртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика