Ыйтусем нумай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 10:01 Просмотров: 277

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕн тата «Тăван радио» эфирĕнчи «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравланă. Калаçу хальхинче çĕнĕ форматпа иртнĕ: микрофон умĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕсем те пулнă.

Михаил Игнатьев витĕмĕпе ыйту татăласса шанакансем йышлă пулнă. Пурне те эфира кăлараймассине пĕлсе-туйса тăнăран ĕнтĕ çынсен ыйтăвĕсене маларах йышăнма пуçланă. Асăннă МИХсене виçĕ кунра 130 ытла ыйту пуçтарăннă. 1 сехет те 30 минут хушшинче республика ертÿçи 23-шне хуравласа ĕлкĕрнĕ. Уйрăмах ăнăçуллисем тата çине тăрса шăнкăравланисем «тÿрĕ лини» вăхăтĕнчех Михаил Игнатьевпа çыхăнма пултарнă.

Халăха тем те хумхантарать. Республика бюджечĕпе çыхăннинчен пуçласа уйрăм çынна пырса тивекеннисем таранах. «Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хускатман ыйтусене те яваплă ведомствăсене çитернĕ. Вĕсене çывăх вăхăтра уçăмлатма тивĕç.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика