Анлăн усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 10:02 Просмотров: 289

Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче «Вĕ-рентÿ» наци проекчĕпе районти икĕ шкулта – Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче – «Ÿсĕм точки» медиацентрсем уçăлчĕç.

Çак кунсенче «Вĕрентÿ» наци проекчĕн Мускаври ведомство офисĕн председателĕ Михаил Максимов тата Чăваш ен Вĕрентÿ министерствин шкул çулĕчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Антон Ширшов Калининăри шкулта пулнă. «Ÿсĕм точки» кунта икĕ пÿлĕмре – ют чĕлхесен тата информатика класĕсенче – вырнаçнă. Вĕсене тивĕçтернĕ çĕнĕ йышши оборудованипе шкул ачисем технологи, ОБЖ тата информатика урокĕсенче анлăн усă курма тытăннă ĕнтĕ.

– Çак уйăхра наци проекчĕ йĕркипе оборудовани тата килсе çитмелле. Çапла «Ÿсĕм точки» ачасен культура хаклăхĕсене, пултарулăхне аталантарма пĕтĕм майсем туса парĕ. Ун кирлĕлĕхне, уссине халех туятпăр, – терĕ Калининăри шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

«Ÿсĕм точки» центр никĕсĕ çинче «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» тата «Физкультура» предмечĕсене кăна мар, хушма пĕлÿ программисене те – IТ-технологипе, медиатворчествăпа, шахмат пĕлĕвĕпе, проект тата урок тулашĕнчи ĕç-хĕлпе, çавăн пекех социокультура мероприятийĕсемпе çыхăннисене – пурнăçа кĕртĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика