Героя çитĕнтернĕ ялта – çĕнĕ çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 10:02 Просмотров: 276

Декабрĕн 4-мĕшĕ кивçурт-енĕшсемшĕн тата тепĕр датăпа асра юлчĕ

Çак кун ялта Совет Союзĕн пулас Геройĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çĕнтерессишĕн пуçне хунă Степан Илларионович Илларионов çуралнă. Юнкун вăл çут тĕнчене килнĕренпе 115 çул çитрĕ.

Геройăн юбилейлă кунне пысăк пулăмпа çыхăнтарчĕç – çак кун ялта тахçантанпа кĕтнĕ çул уçăлчĕ. Ăна, вак чулпа хăпартса хытарнăскере, кăçалхи çулла çĕклерĕç. Вăл пĕтĕм урам тăршшĕпе иртет, ял пуçламăшĕпе вĕçне çыхăнтарать. Ун пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 1020 метр. Ял çыннисем текех пылчăк çăрса утмĕç – вĕсене çÿреме пĕтĕм çул вăрăмĕшпе тротуар хывнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ, халăх хăтлăхне тивĕçтерекен ку объекта «Ял территорийĕсене тăнăçлă аталантарасси» федераллă программăпа çĕкленĕ.

Савăнăçлă пулăмпа Кивçурт Енĕшре пурăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Петров саламларĕç.

Герой пурнăçĕн пĕр пайне Йĕпреç районĕнчи Бурсак ялĕнче ирттернĕ, кунтанах хаяр вăрçа тухса кайнă. Кивçурт-енĕшсем нумай çул ĕнтĕ ку тăрăхра пурăнакансемпе туслă çыхăну тытаççĕ. Ку уявра та вĕсем, вăл шутра Степан Илларионович Илларионовăн тач мăнукĕ Николай Петров та, сумлă хăнасен йышĕнче пулчĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура символла хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Çĕнтерÿ палăкĕ тата Герой ячĕпе лартнă Асăну чулĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăма çыхăнтарса ял клубĕнче чаплă концерт пулчĕ. Ăна Вăрман Кипекри шкул ачисен, вырăнти тата районти культура çурчĕн артисчĕсен вăйĕпе йĕркелерĕç.

Ку пулăмсене православи тĕнĕн чи пысăк уявĕсенчен пĕринче – Турă амăшне чиркĕве кĕртнĕ кун – уявлани те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика