Юрă-ташă чуна сиплет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2019 10:05 Просмотров: 137

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекенсен-пурăнакансен тунсăхлама вăхăт çук. Вĕсен пурнăçне кăсăклăрах тăвас, чир-чĕрсем çинчен мантарас тесе кунти ĕçченсем чылай тăрăшаççĕ.

Тепĕр тесен, спорт, юрă-ташă, алĕçĕ кÿрекен савăк кăмăл-туйăм сывлăха çирĕплетме пулăшни те вăрттăнлăх мар. Хăнасене те тарават кунта. Ахальтен мар республикăри культура, спорт мероприятийĕсене чи çÿллĕ шайра ирттереççĕ. Хăйсем те вĕсенче ялан тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.

Иртнĕ эрнере те интернатра мĕнпур республикăран хăнасем пухăннă. Хальхинче кунта Чăваш ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви Инвалидсен кунĕ тĕлне йĕркеленĕ пултарулăх фестивальне йышăннă. Конкурсантсем – ку министерство тытăмĕнчи социаллă тивĕçтерÿ организацийĕсенче пурăнакансем-сипленекенсем. Пĕтĕмпе тăхăр ушкăн хăйсен таланчĕ-пултарулăхне кăтартнă: калининăсемсĕр пуçне Йĕпреçри, Атратьри, Карапай Шăмăршăри, Турханти, тата Шомикри интернатсен, Кÿкеçри ача çурчĕн тата Кÿкеçпе Йÿçкассинчи ватăсемпе инвалидсен çурчĕсен представителĕсем.

Тĕлпулу чăннипех ăшă, кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Унта хутшăнакансене министерство ятĕнчен пай пуçлăхĕ Елена Зайцева саламланă. Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн директорĕ Сергей Кузьмин та пурне те пултарулăх ăмăртăвĕнче ăнăçу, чи пĕлтерĕшли – чун-чĕрене савăк кăмăл-туйăмпа çĕклентерме – суннă.

Фестивале хутшăннисем хăйсем тĕрлĕ енлĕ талантлă, çав тери хастар пулнине туллин çирĕплетнĕ. Мĕнле номерсем хатĕрлемен пулĕ: чăваш тата вырăс юррисене янăравлă шăрантарнă, илемлĕ ташăсемпе тата чăн пурнăçри пек сценкăсемпе тĕлĕнтернĕ. Хăйсем шăрçаланă сăвăсене чуна тивмелле вулакансене те, музыка инструменчĕсемпе пултаруллă вылякансене те куракансем кăмăлласа йышăннă.

Пултарулăх ушкăнĕсене Чăваш ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланă, парнесемпе хавхалантарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ