Электронли вăй илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2019, 10:06 Просмотров: 324

Çитес çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçласа электронлă формата çул парĕ.

2010 çулхи пĕтĕм тĕнчери çырав раундĕнче чылай çĕршывра çырава йăлана кĕнĕ меслетпе ирттернĕ. Анчах та хăшпĕр çĕршывра ун чухнех çынсене электронлă çырав витĕр тухма сĕннĕ. Болгарире, сăмахран, 2011 çулта çĕршыври çынсен 42 проценчĕ ятарлă сайтра çырав листисене тултарнă. Вăл çулхине çавăн пекех Литвара (34%), 2012 çулта Эстонире (67%), 2010 çулта Канадăра (55%), Португалире (50%), Испанире (37%), Италире (33%) онлайн-çырав иртнĕ.

Ют çĕршыв опычĕ интернет-технологисемпе усă курни респондентсемшĕн меллĕ пулнине кăтартса панине пĕлтерет Росстат. Çĕнĕлĕх даннăйсене пухассин пахалăхне ÿстерет çеç мар, вĕсене тĕпчессине те вăхăт сахалрах каять. Паллах, интернет-çыравăн «хавшакрах» енĕ те пур: унта хутшăнакансен хастарлăх шайне малтанласа палăртма май çук.

Çыравсем ирттернĕ чухне цифра технологийĕпе усă куракан çĕршывсен шучĕ ÿссех пырать. Белоруссире, акă, кăçалхи октябрĕн 4–18-мĕшĕсенче электронлă халăх çыравне ирттернĕ.

Раççейре çĕнĕ формата 2018 çулхи Тĕрĕслевлĕ халăх çыравĕнче ĕçе кĕртсе пăхнă. Пилотлă регионсенче «Госуслуги» порталта электронлă çырава халăхăн 2,8 проценчĕ суйланă. Камчаткăпа Сахалинта вара онлайн-çырава хутшăннисен пайĕ 40 процентпа танлашнă. Пĕтĕмпе эксперименталлă çырава 1,2 млн çын суйланă.

Кăçалхи çулла Росстат ку енĕпе ыйтăм ирттернĕ. Унта хутшăннă респондентсен 52 проценчĕ электронлă çырав листисене тултарассине пĕлтернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика