Кам хитререх илемлетĕ?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2019, 10:06 Просмотров: 335

Пур ÿсĕмри çыншăн та Çĕнĕ çул – чи савăнăçлă та кĕтнĕ уяв.

Çанталăк хальлĕхе хĕллехинчен уйрăлса тăрать пулин те ватти-вĕтти те ун тĕлне хатĕрленни сисĕнет. Хăшпĕр учреждени-предприятисен, лавккасен чÿречисем çинче Çĕнĕ çул символĕпе юр пĕрчисем, уявăн ытти элеменчĕсем вырăн тупрĕç ĕнтĕ.

Илемлетÿ кăмăл-туйăма çĕклет, уяв сĕмне ÿстерет çеç мар, çынсене, коллективсене хăйсен пултарулăхне кăтартма та хавхалану кÿрет. Вĕсен кăçал та районта çулсерен йĕркелекен «Эпир Çĕнĕ çула кĕтетпĕр» конкурса хутшăнма май пур. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ăна декабрĕн 2–20-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Конкурса мĕнпур формăллă предприяти-организаци, ял-хула поселенийĕсен территорийĕсенче ĕçлекен уйрăм предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ. Çакăн валли çуртсен фасачĕсене, территорие илемлетессине харпăр хăй фантазине хывмалла çеç. Çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртаççĕ: ял поселенийĕсем тата Вăрнар хула поселенийĕ хушшинче.

Ял тăрăхĕсенчен конкурс материалĕсене (ăнлантару хутне, сăнÿкерчĕксене, видеозаписе) декабрĕн 20-мĕшĕччен район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайне ярса памалла.

Вăрнар поселокĕнче конкурсантсен ĕçне заявкăсем (декабрĕн 20-мĕшĕччен кая юлмасăр тăратнисем) тăрăх вырăна тухса хаклĕç.

Çĕнтерÿçĕсене декабрĕн 23–27-мĕшĕсенче палăртĕç, дипломсемпе тата укçан парнесемпе (1-мĕш вырăншăн – 4500, 2-мĕш вырăншăн – 3500, 3-мĕш вырăншăн – 2000 тенкĕ. Хавхалантару призĕ – 1000 тенкĕ) чыслĕç.

Илемлетÿ шухăшĕсем пур-и – эппин, хăюллăнах конкурса хутшăнăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика