Паттăрсен ячĕпе – слет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2019, 10:06 Просмотров: 551

Тунтикун Раççейре Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунне паллă турĕç.

Çак сумлă датăна халалласа Вăрнарти 1-мĕш шкулта çамрăк патриотсен отрячĕсен, клубĕсен тата пĕрлешĕвĕсен çарпа патриотизм слечĕ иртнĕ. Унта ку шкулти, Калининăри, Мăн Явăшри, Кÿстÿмĕрти, Кульцаври, Санарпуçĕнчи, Туçи Мăратри шкулсенче пĕлÿ пухакансем хутшăннă.

Ачасене пĕтĕмпе вунă конкурс кĕтнĕ: стройпа тăрасси, ялав йăтса тухасси, командир доклачĕ, стройпа ялавпа тата ялавсăр утасси, инсценировкăллă юрă, стройпа юрласси, çул-йĕр правилисене пĕлесси, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарасси, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парасси.

Призерсене кашни конкурс хыççăнах палăртса пынă, вĕсене парнесемпе десантниксен, пограничниксен, афганецсен, моряксен, Германире çарта тăнисен районти обществăлла организацисен представителĕсем чысланă. Çавăн пекех çамрăк патриотсене «RaZOOM» пичет агентстви, «Прораб» тулли мар яваплă общество та парнесемпе хавхалантарнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа аслă ушкăнра Мăн Явăш шкулĕн команди мала тухнă, кĕçĕннисен ушкăнĕнче – Санарпуç шкулĕн ачисем.

Мероприяти çитĕнекен ăрăва комплекслă патриотизм воспитанине парас ĕçсен йĕркипе иртнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика