Вăрнарсем те – чыславра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.12.2019, 09:19 Просмотров: 273

Халăх пултарулăхĕн республикăри конкурсĕсен «Фес-тивальсен фестивалĕ» Чăваш енре пурăнакансемшĕн чи кĕтнĕ культура мероприятийĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Чи маттуррисем, районти тата зонăри тапхăрсенче палăрнисем, çак эрнере финалта тупăшнă, гала-концерта хутшăннă. Хăйсен таланчĕпе унта 300 ытла артист паллаштарнă. «Фестивальсен фестивалĕ» халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ жанрне пĕрлештернĕ.

Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче иртнĕ уяв сцени çине районти культура çурчĕн артисчĕсем те тухма тивĕçнĕ. Вĕсене, II степеньлĕ диплом лауреачĕсене, принтер туянма сертификатпа чысланă.

Гала-концерта çавăн пекех Хăмăшри культура çурчĕ çумĕнчи «Илемлĕ сăмах» кружока çÿрекен Анжелика Александрова та хутшăннă, В.Туркай сăввине витĕмлĕ вуланипе куракансене тыткăнланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика