Республика уява хатĕрленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.12.2019, 09:21 Просмотров: 237

«Уявсем Чăваш енре кăна мар, чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те иртĕç», – тенĕ культура министрĕ Константин Яковлев Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрлехи ларăвĕнче. Ăна Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.

100 çулхи юбилее халалланă мероприятисем пуçланнă та ĕнтĕ. Кăçал Чăваш культурин кунĕсем Крымра, Самарта, Пушкăртстанра иртнĕ. Çавăн пекех Тутарстанра, Санкт-Петербургра тата ытти тăрăхра ирттерме палăртнă. Мускавра та анлăн паллă тăвасшăн, хăнасене тĕп хулари концерт залĕсенчен пĕринче пухасшăн.

Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр (Акатуй, «Раççей çăлкуçĕсем», «Руç ăстисем», культура форумĕ, «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, наци кухнин тата фейерверксен фестивалĕсем) пуçне программăна çĕнĕ мероприятисем те кĕртнĕ. РФ Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреачĕсен концерчĕ, Атăлçи тăрăхĕнчи хут купăсçăсен тупăшăвĕ, ачасемпе çитĕннисен (5000 çын) хорĕн концерчĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Çулталăк юрри» фестиваль (жюри председателĕ – РФ халăх артисчĕ Ангелина Вовк), «Чăваш енри паллă 100 çын» (унта Василий Чапаев начдив, Андриян Николаев космонавт, Надежда Павлова балерина, Алексей Крылов карапçă тата ыттисем кĕрĕç) курав, çавăн пекех вĕсем çинчен каласа кăтартакан 26 фильм ÿкерĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ отрасльте палăрнă 100 ĕçчене палăртас тĕллевпе конкурс ирттерĕç. Районсемпе хуласенчи пултарулăх коллективĕсем те уявран юлмĕç, вĕсем хула урамĕпе илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарса утса тухĕç. Наци тумĕн фестивалĕ тĕрĕ ăстисене пухĕ, Чăваш киновĕн эрни те куракансен кăмăлне каясса шанаççĕ. «Уçă тÿпе айĕнчи театр» проекта 7 театр коллективĕ хутшăнĕ, палăртнă вырăнта вĕсем каçсерен куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

2020 çулхи кăрлач уйăхĕнче «100 çулта» марафон пуçланать. Ку мероприяти республикăри чылай хулапа районта иртĕ (Улатăрта пуçланать те Хĕрлĕ Чутайра вĕçленет). Унта Космонавтика тата Наци музейĕсем куравсем йĕркелĕç, илемлĕ фильмсем кăтартĕç, концертсем иртĕç тата ытти те.

Трактор тăвакансен культура керменĕнче старт илекен «Çĕнĕ çул республики» марафона та Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Çĕнĕ çул тĕлне пуçарнă уяв кашни районпа хулара иртĕ.

Хĕрлĕ тÿремре юсав ĕçĕсем пынă май çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕп уява «Олимпийский» стадионта ирттерме шухăшлаççĕ. «15 пин çынна кăна йышăнать пулин те, çĕнĕ вырăн уява çĕнĕлĕх кĕртĕ. Ăна спорт уявĕпе те çыхăнтарма пулать», – тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, çав вăхăталлах стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртĕ. Юбилей спорт мероприятийĕсемпе те пуян пулĕ: ишевçĕсен фестивалĕ, самбистсен чемпионачĕ, студентсен вăййисем... Спорт министрĕ Михаил Богаратов пĕлтернĕ тăрăх, уяв тĕлне Шупашкарта тепĕр Пăр керменĕ уçăлĕ, çавăн пекех стадионсем хута кайĕç.

Чăваш ен информполитика министрĕ Михаил Анисимов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче Шупашкар хулин тата Чăваш автономи облаçĕн юбилейĕсене халалланă материалсем кун çути курнине, тепĕр çул вĕсен йышĕ тата ÿсессине палăртнă. Çавăн пекех вăл республика кун-çулне çутатакан кĕнеке-альбома пысăк тиражпа кăларма хатĕрленнине пĕлтернĕ.

Константин Геннадьевич юбилейсем тĕлне мĕнле ĕçсем туни çинче те чарăнса тăнă. Республикăри 56 çурта (ку йыша культура керменĕсемпе архитектура палăкĕсем кĕреççĕ) çĕнетнĕ, кăçал 11 объекта хăтлăлатма тытăннă. 2020 çулта тепĕр 8 кермене юсама пуçламалла. Çак тĕллевпе 114 миллион тенкĕ уйăрĕç. Республикăри 96 клуба (20 процент) çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

Тепĕр çул Республика кунне Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те уявлĕç. Ун тĕлне тротуарсемпе çулсене, культура объекчĕсене юсĕç, район центрĕнчи урамсене хăтлăлатĕç.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика