Лайăх кăтартупа вĕçлесшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.12.2019, 09:03 Просмотров: 479

Агропромышленность комплексĕн кирек хăш хуçалăхĕ те 2020 çула ăнăçлă – ĕç кăтартăвĕсене пĕлтĕрхинчен лайăхлатса – кĕтсе илесшĕн.

Районсен муниципалитечĕсем ертсе пынипе вĕсенче тĕрлĕ продукци туса илес тĕлĕшпе ЧР Ял хуçалăх министерствипе çирĕплетнĕ килĕшÿре палăртнă кăçалхи тĕллевсене пурнăçлассишĕн çулталăкĕпех вăй хунă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, сĕт тата аш производствине Вăрнар районĕнчи мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче кăçалхи çур çулта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен лайăхрах йĕркеленĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем кăçалхи вунпĕр уйăхра еплерех-ха;

Вăрнар районĕнчи пĕтĕм йышши хуçалăхсенче кăçалхи вунпĕр уйăхра сĕт – 4,2%, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче – 20,6%, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 1% нумайрах сунă. Вăрнарсем сĕт производствине кăçал иртнĕ çулхинчен ÿстересси халех паллă. Вĕсем вунпĕр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 5936 килограмм – пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 17% ытларах – сĕт сунă.

Вĕсен аш туса илессипе те 2019 çулхи плана тултарас шанăç пур. Кил хуçалăхĕсем кăçал «урапана каялла туртман» пулсан тĕллеве самаях ирттерсе пурнăçлатчĕç. Танлаштарса пăхма: пĕлтĕрхи вунпĕр уйăхра – 1791,4, кăçалхи асăннă хушăра 1145,5 тонна ашлăх выльăх (645,9 т сахалрах) çитĕнтернĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче çав уйăхсенчех маларахринчен аш 757 тонна ытларах туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхпа сыснана кашни талăкра нумайрах ÿт хуштарнă.

Районти мĕнпур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шутне кăçалхи вунпĕр уйăхра маларахри тапхăртинчен 1,7 % ÿстернĕ. Кĕтĕве ХФХ-сем – 28,9 %, ял хуçалăх организацийĕсем 3,7 % пысăклатнине палăртас килет. Кил хуçалăхĕсем ăна пĕчĕклетнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика