Тавăрма шутланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:04 Просмотров: 275

Вăрнар район прокуратури 53-ри хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе патшалăх айăплавне йĕркелесе пынă.

Саккуна пăснă хĕрарăма Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăплав тăратнă: потребительсен пурнăçĕпе сывлăхĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтермен продукци сутнăшăн тата преступлени çинчен суйса пĕлтернĕшĕн.

Палăртнă тăрăх, районта пурăнакан çак хĕрарăм «Этил спиртне, алкогольлĕ тата спиртлă продукцине туса кăларассине тата çаврăнăшне патшалăх енчен йĕркелесси çинчен», «Потребительсен прависен хÿтĕлевĕ çинчен», «Апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккунсене уяман. Кăçалхи май уйăхĕнче вăл хăйĕн килĕнче пĕр гражданина 0,231 л кĕленчепе спиртлă шĕвек сутнă.

Унсăр пуçне хĕрарăм тепĕр киревсĕр ĕç те тунă. Унăн килĕнче саккунлă майпа шырав ирттернĕ полици сотрудникĕсене тарăхнăскер вĕсене тавăрас тенĕ. Суя элек çитернĕ вăл: çак вăхăтра унăн килĕнче укçа çухалнă-мĕн.

Уголовлă ĕç тишкерĕвĕнче те, суд ларăвĕнче те хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăнман. Апла пулин те судра пăхакан ĕçпе тĕрĕс йышăну тума май паракан материалсене туллин пухнă. Патшалăх айăплавçи ыйтнине шута илсе, район сучĕ ăна çулталăк та 2 уйăх та 25 кунлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Тĕрĕслев тапхăрĕ – пĕр çул.

Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Л.СПИРИДОНОВА,

Вăрнар район прокурорĕн аслă помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика