Яланах асра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:06 Просмотров: 375

Çултан çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен речĕ сайраланса пы-рать. Çĕрпел ял тăрăхĕнче те пĕртен-пĕр юлнă ветерана – Иван Федорович Федорова раштав уйăхĕнче юлашки çула ăсатрĕç.

Вăл 1923 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. 1942 çулта фронта, тăван çĕре тăшмансенчен хÿтĕлеме тухса кайнă. Яла вара 5 çул иртсен тин каялла таврăнса çитнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван «Хорнзор» колхозра тăрăшнă: председатель çумĕнче, каярахпа – аслă конюхра. Мăшăрĕпе Агриппина Никитичнапа çичĕ ача ÿстерсе ура çине тăратнă. Вĕсен 13 мăнук тата 14 кĕçĕн мăнук. Шел, мăшăрĕ те виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăрçă ветеранне Вячеслав ывăлĕ нумай çул ăшă кăмăлпа пăхса пурăнчĕ.

Хисеплĕ ватăна ăсатса Хирпуç тата Çĕрпел ял тăрăхĕсен çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Е.Голубцова, Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Владимиров, Вăрнар район администрацийĕн представителĕ, районти ветерансен Канашĕн членĕ Е.Алексеев, «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи Ф.Кузьмин, Хурăнсур Çармăсри ветерансен Канашĕн ертÿçи Л.Федоров, Офицерсен союзĕн Вăрнарти уйрăмĕн членĕ Б.Васильев, ял хуçалăх техникумĕн «Патриотсем» шырав ушкăнĕн командирĕ А.Ганеев, ветеранăн кĕрÿшĕ, нумай çул Шăмăршă район хаçачĕн редакторĕ пулнă П.Фомин ăна аса илсе ăшă сăмахсем каларĕç. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул коллективĕ те, ял-йыш та хутшăнчĕç митинга. Çĕрпел ял тăрăхĕнче вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç пулин те, эпир вĕсен паттăрлăхне манмăпăр, вĕсене асра тытса çулсеренех тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕпĕр. Çĕрпелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул педагогĕсемпе вĕренекенĕсем те вăрçă асапĕ витĕр тухнисем çинчен астăвăма упрама пулăшаççĕ.  

Елена ГОЛУБЦОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика