Лару-тăру асăрхавра пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:06 Просмотров: 337

Наркотиксем сарăлассине чарас ĕç районта республикăри тата вырăнти программăсен йĕркипе тĕллевлĕ пурнăçланать.

«Çынсене наркомани чирĕн пурнăçа аркатакан сиенĕ, ку наркăмăшлă япаласене сутнăшăн тата упранăшăн явап тыттарни çинчен профилактика тĕлпулăвĕсенче тăтăшах ăнлантараççĕ. Ялсенче иртекен пухусенче те ку ыйтăва çивĕч çĕклеççĕ. Сиенлĕ йăла ытларах çамрăксене хăй серепине туртнине кура, вĕсене профилактика мероприятийĕсене хастар хутшăнтарасси тимлĕхре», – пĕлтернĕ Кульцав тата Çавалкас ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем наркотике хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнче ку енĕпе кăçалхи 11 уйăхра пурнăçланă ĕçпе паллаштарнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, районти мĕнпур поселенире наркотике хирĕçле ыйтусемпе япăх мар тимленĕ. Апла пулин те, комисси поселенисен пуçлăхĕсене çулталăк пуçламăшĕнче 2019 çулхи вырăнти лару-тăрăва тĕплĕн тишкерме, унăн кăтартăвĕсем тăрăх çитес çулхи малашлăх задачисене палăртма сĕннĕ. Тĕп тĕллевсен шутĕнче – çамрăксем тата ют регионсене ĕçлеме тухса çÿрекенсем хушшинче наркотиксемпе иртĕхекенсене вăхăтра сисесси, вĕсем çинчен йĕрке хуралĕн органĕсене тата медицина учрежденийĕсене çийĕнчех пĕлтересси.

Комисси членĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков 11 уйăхри лару-тăрăва тишкернĕ тăрăх, акă, врач-нарколог сăнавĕнче 26 çын пулнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ – ăса минретекен япаласен витĕмне кĕрсе ÿкнисем, çирĕм иккĕшĕ – ку веществосемпе сиенлĕ усă кураканнисем. Николай Тинюков районта синтетикăллă наркотиксен çĕнĕ тĕсĕсем сарăлнине те пăшăрханса каланă. Вĕсене экспресс-меслетпе тĕрĕслесе пĕлме йывăр-мĕн, Республикăри наркологи диспансерĕн лабораторийĕнче ирттерекен хими-токсикологи тĕпчевĕнче кăна тупăнаççĕ.

Вăрнар район прокурорĕ Евгений Краснов поселени территорийĕнчи йĕркелĕхшĕн, çав шутра наркотиксем сарăлнă тĕлĕшри лару-тăрушăн, вырăнти пуçлăх та яваплине уйрăммăн палăртнă. «Ялсенче пахча-анкартисенче мăкăнь ÿстернĕ тĕслĕхсем, наркотиклă япаласене ăша хывакан çынсем çинчен пĕтĕм информацие йĕрке хуралĕн органĕсене вăхăтра çитермелле. Хăвăр тăрăхри палламан, шанчăксăр туйăнакан çынсене, çамрăксем пухăнакан вырăнсене асăрхавра тытмалла», – тенĕ вăл.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика