Чекистсен уяв хаçачĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.12.2019, 09:07 Просмотров: 245

Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх органĕсенче ĕçлекенсем тата ветеранĕсем декабрĕн 20-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă турĕç.

Çак куна халалласа Чăваш Республикинчи ФСБ Управленийĕн ветеранĕсен хаçачĕн (тĕп редакторĕ – Валерий Кошкин) çĕнĕ, саккăрмĕш, номерĕ пичетленсе тухрĕ. «Редактор колонкинчен» пуçласа ытти хăшпĕр материалсенче те Вăрнар районĕнче кадетсен юхăмĕ анлăн аталаннипе паллашма кăмăллă. Сăмахран, Калининăри вăтам шкул (директорĕ – Т.П.Ефимова) вĕренекенсене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе нумай çул пухнă пуян та паха опыт республикăра çеç мар, çĕршывĕпех пысăк тĕслĕх шутланать. Кунта Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ. Вĕсен мал ĕмĕтлĕ çитĕнĕвĕсем чекистсене те хавхалантараççĕ. Сăмахран, 2019 çулта шкултан вĕренсе тухнă çамрăк спецназовецсен класĕпе (класс ертÿçи – Ю.И.Воинова) Çурçĕр Кавказ регионĕнчи çивĕч лару-тăрура паттăрлăхĕпе палăрнă Е.А.Паршин отставкăри подполковник çичĕ çул тачă çыхăну тытнă, тĕл пулса паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ, ачасен вĕренÿри, спортри çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах интересленнĕ. Вĕрентекенсем тăрăшнипе шкула ылтăн медальпе улттăн вĕçленĕ, ыттисенчен чылайăшĕ бюджетлă вырăнсене, çав шутра – çар институчĕсене, вĕренме кĕнĕ.

Калинино шкулĕн тепĕр ырă енĕ – кадетсене кунтан маларах вĕренсе тухнă ентешĕсемпе, вĕсен ĕçри, çарти, çемьери çитĕнĕвĕсемпе, тĕрлĕрен профессисемпе паллаштарасси. Акă, шкултан 50 çул каялла пĕлÿ илсе тухнисен тĕлпулăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ, Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ тата ветеран-чекистсен Канашĕ хутшăнса кадетсемшĕн усăллă ирттернĕ, çитес юбилейсем умĕн пурнăçламалли пĕрлехи мероприятисене сÿтсе явнă.

Хаçатра 1945 çулта Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă, 95 çулхи Валентин Иванович Кочетков ветеран-чекист çинчен очерк пичетленнĕ.

1941–1942 çулсенче Сăр хĕрринчи оборона рубежне тума хутшăннă ентешсене халалласа ирттернĕ тĕлпулăва Мăн Явăш тата Калинино кадечĕсем хутшăннă. Нурăссем унта хăйсен литература монтажĕпе тĕлĕнтернĕ. Хаçатра çав кун окопсем çийĕн янăранă сăвă йĕркисем пичетленнĕ (авторĕ – Валерий Кошкин).

Вăрнарта пограничниксем Владимир Михайлова халалланă Асăну хăмине уçни, хастар ветеран-чекистсене Шупашкар хули 550 çул тултарнă ятпа Асăну медалĕпе наградăлани, ветерансен Канашĕн ертÿçине Вячеслав Тихонов генерал-майора «Достояние республики» ят пани, юлташĕсем ăна халăх умĕнче адреслă сăвăпа саламлани, Шупашкарта Раççей художникĕсен Союзĕн членĕ Станислав Воронов отставкăри ФСБ генерал-лейтенанчĕпе Раиса Терюкалова чăваш халăх художникĕн «Родные просторы» ятлă картинăсен куравне чекистсем çитсе курни çинчен вуласа пĕлме интереслĕ.

ФСБ Управленийĕн музейне уçнăранпа 40 çул иртнĕ. Ăна йĕркелес енĕпе Вăрнар районĕн мухтавлă ывăлĕсем Владимир Капитоновпа Валерий Кошкин офицерсем хастар хутшăнни, экономика хăрушсăрлăхĕн пайне туса хунăранпа 30 çул çитни çинчен республикăри паллă таврапĕлÿçĕн Вячеслав Мартынов отставкăри полковникăн асаилĕвĕсем пичетленнĕ.

Çар ĕçĕ çухатусемсĕр те мар – ветерансем хăйсен ĕçтешĕн Виктор Пектеев капитанăн Йошкар-Олари вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем кайса хунă, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕн мăшăрĕпе – Наталья Алексеевнăпа тата ашшĕпе – Валерий Пектеев отставкăри полковникпа тĕл пулнă. Шупашкарта, ФСБ Управленийĕнче, паттăра асăнса пистолетран тĕл перес енĕпе ăмăрту ирттернĕ.

Людмила НИКИТИНА,

отставкăри подполковник.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика