Тепĕр хут наркотик сиенĕ çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.10.2017, 14:49 Просмотров: 558

Юлашки çулсенче наркотиксемпе тĕрлĕ психоактивлă япаласем  пирĕн  обществăшăн пысăк  хăрушлăх  кăларса  тăратаççĕ.

Раççейре  наркотик серепине   лекнĕ 550 пине  яхăн, Чăваш  енре  3 пине   яхăн çынна шута илнĕ. Çапах та ку вăл статистика кăна,  нарколог  тухтăрсем   патне лекменнисен  шучĕ те паллах  пĕчĕкех  мар. Тĕпрен илсен, çак серепене 18–30 çулти  çамрăксем çакланнине палăртмалла. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш енпе  чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан, Чулхула облаçĕ) ытларах пулнине асăнмалла. Сăнанă тăрăх, тата статистика кăтартăвĕсемпе, 2016 çулта наркотикпе иртĕхекенсен тата наркотикпе чирлисен шучĕ 2015 çулпа танлаштарсан 6,9 % чухлĕ чакнă.

Уйрăмах çула çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ăс-тăнĕ  çирĕпленсе çитменнипе аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Тата ачасен пурнăçĕ  ытларах çемьери лару-тăруран, тус-юлташĕн ушкăнĕнчен килет.

Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çÿренĕ вăхăтранах, сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Ача шкула кайсан ăна кружоксене, секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.

Ача психотроплă япаласем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ%

- шкулта япăх вĕренме пуçлать,

- малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухатать,

- кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат  питĕ сахал çиет,

- куç шăрçисем  пĕчĕккĕ е питĕ сарăлса кайнă,

- çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать тата ашшĕ-амăшĕнчен вĕсемпе пытанса калаçать,

- килтен укçа çухалнине сисме пулать,

- япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупма пулать.

Наркотикпе  минренĕ  çын  хăйне  урăхла,  усĕр  çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах  кулать  е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евер йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт, хĕрÿлленсе калаçать.

Шута илмелле, наркотик  витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Витĕмĕ пĕтсенех асапĕсем пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех туйăмне лайăхлатма наркотик шырама пуçлать.

Наркологи  диспансерĕнче  наркоманипе чирлисен хушшинче темĕнле шăпаллисем те пур. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Ирина 25 çулхи хĕрарăм. Упăшки наркотиксемпе пĕрмай иртĕхнĕ пирки вилсен, вăл виçĕ çулхи хĕрĕпе амăшĕ патне таврăннă. Иринăна та упăшки 18 çултах наркотикпа «туслаштарнă».

«Çунатсăрах вĕçме пулать, тутанса анчах пăхатпăр», – тенĕ каччи. Анчах та тутанса пăхнă хыççăн вĕсем чарăнайман. Ача çуралсан та вĕсемшĕн наркотик пĕрремĕш вырăнта пулнă.

Ирина каланă тăрăх, халĕ унăн кулянман пĕр кун та çук. Мĕншĕн тесен, института вĕренме кĕнĕскер, малалла вĕренейменни, çемье арканни, чĕре, пĕвер  чирĕсемпе, ВИЧ-инфекцийĕ ернипе сывлăх хавшани питĕ пăшăрхантарать. Пĕчĕк хĕрĕ те сывах мар. Мĕншĕн малтантарах наркотика пăрахман-ши тата сипленме пуçламан-ши, тесе кулянать.

Çакна каласа хăварасшăн, пирĕн республикăра наркоманипе чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама условисем пур. Республикăн наркологи диспансерĕнче  наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне, ĕç те тупса параççĕ, ниçта пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарма пулăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнчех наркомансен анонимлă ушкăнĕсем ĕçлеççĕ.

Çакăн пек  пулăшăва  илме  наркологи  диспансерĕн  Шупашкарти  Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă реабилитаци уйрăмне чĕнетпĕр.

23-41-82, 58-03-84 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

А.Андреева,

республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика