Пĕрле савăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:19 Просмотров: 1131

Раштавăн 31-мĕшĕнче Хурăнсур Çармăс клубĕнче Çĕнĕ çула халалласа бал- маскарад иртрĕ.

Унта пуçтарăннă халăха клуб ертÿçи Михаил Кузьмин саламларĕ. Çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илсе тулли кăмăлпа, килĕштерсе ĕçлесе ирттерме сунчĕ. Пурте ăлка тавра тăрса юрларĕç, ташларĕç, вăйăсемпе конкурссенче киленчĕç. Юрпикепе Хĕл Мучи маттуррисене кучченеçсемпе хăналарĕç. Çĕнĕ çул уявне кĕме туяннă билетсен вылявне те йĕркеленĕ. Халăх тĕрлĕ призсем выляса илсе савăнчĕ.

Йĕкехÿре çулне çемьесенче кĕтсе илнĕ хыççăн та нумаййăн пуçтарăнчĕç клуба. Çамрăк мăшăрсем, хĕрсемпе каччăсем илемлĕ кĕвĕсемпе ташларĕç. Ирхи 3 сехетчен чун каничченех савăнчĕç хурăнсур-çармăссем. Пĕр-пĕрне саламларĕç, чылай вăхăт курманнисем пĕр-пĕринпе уйрăлмиех калаçрĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика