ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Пулнă-иртнĕ, асра юлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020 09:20 Просмотров: 1012

Унтанпа 30 çул ытла иртнĕ пулин те хальхи пек астăватăп: пирĕн Чăрăшкас Мăрат ялĕнче пурнăç шавласа кăна тăратчĕ.

Кĕркунне-çуркунне каччăсем салтак чупатчĕç: пĕрисене макăрса ăсатса яраттăмăр, хыççăнах теприсене савăнса кĕтсе илеттĕмĕр.

Ялта çулсерен туйсем кĕрлетчĕç, çамрăк çемьесенче ачасем çуралатчĕç. Урамсенче хаваслă ача-пăча сасси янраса тăратчĕ. Ял-йыш хĕллехи каçсенче ĕçрен таврăнса кил-çуртри, картишĕнчи ĕç-хĕлрен ерçсен ачисемпе тăрмашнă хыççăн ялти клуба васкатчĕ. Клубра концертсем кăтартнă: е хамăр ялсемех юрă-ташăпа, е кÿршĕ ялсенчи ушкăнсем килсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаратчĕç.

1987–1988 çулсенче комсомол организацийĕн секретарĕ И.Г.Яковлев ялти клубра пысăк ушкăн пуçтарнăччĕ. «Пĕрре спектакль лартса ял-йыша уяв туса парар мар-ши;» – тенĕ вĕсем. Каланă, тунă. П.Осиповăн «Айтар» пьесине тăрăшсах хатĕрлеме пуçланă. Пĕррехинче хĕллехи каç ял клубĕ халăхпа лăк тулли тулса ларнăччĕ, ларма мар, ура çинче тăма вырăн юлманччĕ, ватти-вĕтти пурте премьера курма пуçтарăннăччĕ ун чух. Спектакль пынă вăхăтра халăх шăп ларатчĕ, мĕн тери ĕнентермелле вылятчĕç ял артисчĕсем! Тĕп сăнарсенче: А.Александров, А.Григорьева, Ю.Марков, Н.Трофимов, Г.Александров, Светăпа Михаил Прохоровсем, В.Марков, Н.Харитонов, В.Маркова. Туй тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем – М. Иванова, А.Александрова, Е.Васильева, Л.Трофимова, С.Григорьева, В.Иванова, О.Никитина – калама çук хÿхĕм, куçа илĕртсе юрласа ташлатчĕç. Пĕчĕк туй ачисем – В.Марков, С.Андреев тата В.Александров – хавхаланса выляни куракансене тĕлĕнтернĕччĕ. Ун чухне ушкăн районти нумай яла çитсе халăха савăнтарнă.

Каярахпа, 10 çул иртсен, Чăрăшкас Мăратра Кульцав урамĕнче пурăнакансем тепĕр пултарулăх ушкăнĕ йĕркелесе янăччĕ. Вăл концерт программипе тата «Элпуçĕнчи Нарспи» ятлă спектакльпе куракана савăнăç кÿнĕччĕ. Ушкăнри юрăçсем А.Давыдова тата З.Гаврилова ырă тĕслĕх кăтартса çамрăксене пĕрлештерсе вĕрентсе пычĕç. Сцена çинче тăрса харăссăн юрланă пек пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. «Кульцавсем» паянхи кун та çăва тухсан пĕрле çĕрулми лартаççĕ, утă çулса пуçтараççĕ. Пысăк ĕçсене туса ирттерсен урам уявĕнче савăнаççĕ, пурте туслă пурăнаççĕ.

Ялта 2002 çулта тата тепĕр çĕнĕ ушкăн йĕркеленчĕ. Артистсем – Л.Михайлова, И.Яковлев, Еленăпа Владимир Давыдовсем, С.Арсентьев, Н.Харитонов, Л.Сергеева, Е.Афанасьева, Н.Шишкина – районти культура çурчĕн сцени çинче «Софрон Иванч кин кĕртет» камите выляса ытти ушкăнсем хушшинче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕччĕ.

Иртсе кайнă 2019 çул Театр çулĕ пулнă май, Чăрăшкас Мăрат ялĕнчи пултаруллă çынсене ырăпа аса илни хальхи çамрăк ăрăва ăшă туйăм кÿтĕрччĕ. Малашне те пирĕн пурнăçра асра юлакан самантсем татах та ытларах пулччăр, культура вучахĕ ан сÿнтĕрччĕ.

Алевтина ЯКОВЛЕВА.

Чăрăшкас Мăрат.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ