Канупа спорт юнашар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:20 Просмотров: 1195

Çĕнĕ çул каникулĕ яланхиллех спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнă.

Январĕн 2-мĕшĕнче Сывлăхпа спорт вунăкунлăхне волейбол турнирĕ уçнă. Унта район администрацийĕн ертÿлĕхĕ, ĕçченĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Уяв кунĕсенче сĕтелçи теннис тусĕсем те йăлана кĕнĕ Федор Соколов ячĕллĕ турнира пуçтарăннă. Ăмăртура хамăр район спортсменĕсем çеç мар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенчи, Канаш тата Муркаш районĕсенчи спортсменсем вăй виçнĕ. Çĕнтерÿ пьедесталне Çĕмĕрлери Александр Фролов, Шупашкарти Борис Гребенщиков тата Игорь Егоров, Хапăсри Александра Ефремова, Людмила Канькина, Екатерина Григорьева йышăннă. Турнир кăçалхипе 18-мĕш хут иртнĕ.

Çĕрпел тăрăхĕн хастарне Андрей Романова асăнса ирттерекен турнирăн сумĕ те пысăк. Кăçал футзалта мала тухассишĕн тăхăр команда тупăшнă: «Медведь», «Янгорчино-Хирпоси», «Дружина», «RaZoom», «ФСК Рассвет», «Буртасы», «Химик» (çамрăксем), «Альмен-Сунары» командăсем. Медальсене «Химик», «Янгорчино-Хирпоси», «Медведь» командăсен футболисчĕсем тивĕçнĕ.

Ершепуç тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксем те канмалли кунсене усăпа ирттернĕ. Вĕсем волейбол тата пăр çинчи хоккей турнирĕсенче пиçĕхнĕ.

Чăрăш-ишексем сĕтелçи теннис ăмăртăвне йĕркеленĕ.

Каникул вăхăтĕнче çавăн пекех шкул ачисем мини-футболта мала тухассишĕн район турнирĕнче вăй виçнĕ.

Йĕлтĕрçĕсем вара район чысне республикăра – Раштав чупăвĕнче – ăнăçлă хÿтĕленĕ. Унта Чăваш енри, Мускаври, Мускав тата Киров облаçĕсенчи, Мари Эл тата Саха-Якути Республикисенчи вăйлă 200-е яхăн спортсмен тупăшнă. Харпăр хăй ÿсĕмĕнче Вăрнар тăрăхĕн çамрăкĕсем: Анастасия Тикинева çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш, Михаил Скворцов тата Валентина Тикинева иккĕмĕш, Роман Михайлов виççĕмĕш пусмисем çине хăпарма тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.                            

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика