Уявра савăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:21 Просмотров: 1161

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи нумай ачаллă çемьесенчи ачасем валли ыркăмăллăх ăлкине ирттернĕ.

Çак йăлана заводра 10 çул ытла пăхăнаççĕ. Çулсерен 200 ытла ача уявра савăнать. 2019 çулта ăлкăна Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи ÿнер шкулĕсен воспитанникĕсене чĕннĕ. Вăрнар завочĕн ертÿлĕхĕ ячĕпе уява килнисене социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров саламланă, ырлăх-сывлăх, вĕренÿре, пултарулăхра, спортра ăнăçу суннă. Ăлкăра ачасене хаваслă Юркĕлетке (Снеговик) кĕтсе илнĕ. Уявра çавăн пекех Айболит, Леопольд кушак, Виçĕ сысна çури тата мультфильмсенчи ытти геройсем те пулнă. Юмахри сăнарсене пуканесен «Надежда» театрĕ (Шупашкар) ăста калăпланă. Хĕл мучипе Юрпике вара кашни ачана пылак парне парса савăнтарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика