ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Ентешсемшĕн сассăрсене ан хĕрхенĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020 09:22 Просмотров: 851

Васкавлă пулăшу фельдшерне Владислав Федорова Вăрнар районĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ.

1990 çулта, Канашри медучилищĕне пĕтернĕ хыççăн, тăван Уравăш ялне таврăннă, кунти больницăра ĕçлеме тытăннă. Çара кайса килнĕ хыççăн та юратнă ĕçне малалла тăснă, чирлĕ çынсене сывалса ура çине тăма пулăшнă.

2008 çулта Вăрнара – васкавлă пулăшу станцине ĕçлеме куçнă. Вăл васкавлă пулăшу машини çинчен аннине курсан çынсем: «Владислав пулăшать, ку тухтăрпа пурте йĕркеллĕ пулать», – тенине сахал мар илтнĕ.

Чăнах та, вăл тăрăшнипе чылай çын сывă та тĕрĕс-тĕкел пурăнать. Вăл шутра инфарктпа аптранисем те, йывăр суранланнисем те, килте е машинăра кун çути курнă пепкесем те, юн кайнипе аптранă çамрăк амăшĕсем те.

Миçе çамрăк фельдшера сĕнÿ-канашпа пулăшман-ши вăл; «Пирĕн ĕçре яланах тимлĕ пулмалла, пăлханса-çухалса кайма юрамасть. Пирĕнтен ахлатса шелленине мар, пулăшу кĕтеççĕ. Пациентшăн кашни çеккунт хаклă, çавăнпа вăхăта сая ямалла мар», – тет вăл. Лайăх ĕçленĕшĕн Владислав Федорова «Медицина – мое призвание» Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Республикăра интернет-сасăлав пырать. «Васкавлă медицина пулăшăвĕн чи лайăх ĕçченĕ» номинацие Владислав Федорова та кĕртнĕ.

Хисеплĕ Вăрнар район ĕçченĕсем! Сире уншăн сасăлама ыйтатпăр!

Уравăш çыннисем, ĕçтешĕсем.

 

Аса илтеретпĕр: тĕрлĕ профессире тимлекен чи лайăх ĕçченсене кăçал «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» асăнмалăх медальпе чыслĕç. Çĕнтерÿçĕсене халăх сасăлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх палăртĕç.

Сасăлав «Народный контроль» порталăн çĕнĕ платформи çинче (https://poll.cap.ru/poll) пырать. Унта кашниех хутшăнма пултарать.

Пĕлтернĕччĕ, «Лучший журналист» номинацире Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев та пур. Унăн журналистикăри стажĕ – 48 çул ытла. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Наградăсем чылай. Уншăн сасăламалли тÿрĕ ссылка – https://poll.cap.ru/poll/85.

Ытти номинацисенче те пирĕн ентешсем пур: «Лучший лесовод» – Вăрнар лесничествин участок пуçлăхĕ Сергей Михайлов, «Лучший музейный работник» – Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова, «Лучший лесной инспектор» – Вăрнар лесничествин лесничийĕсем Леонид Иванов тата Александр Кондратьев, «Лучший оператор машинного доения» – «Мураты» хуçалăхăн ĕçченĕ Оксана Маркова, «Лучший механизатор» – «Санары» агрофирмăн тракторисчĕ Олег Яковлев, «Лучший руководитель СХО» – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов тата К.Маркс ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Валерий Шумилов, «Лучший комбайнер» – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тракторист-машинисчĕ Олег Краснов, «Лучший фермер» – Д.А.Аввакумов, «Лучший агроном» – «Санары» агрофирмăн тĕп агрономĕ Александр Петров, «Лучший учитель» – Вăрнарти 2-мĕш шкул учителĕ Елена Горбунова, «Лучший преподаватель» – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Любовь Иванова, «Лучший педагог допобразования» – «Рассвет» ФСК тренер-преподавателĕ Юрий Львов, «Лучший мастер производственного обучения» – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн мастерĕ Ольга Цыганова, «Лучший воспитатель» – Вăрнарти «Ручеек» ача сачĕн воспитателĕ Елена Филиппова, «Лучший финансист» – район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Сергей Судов, «Лучший организатор физкультурно-спортивной работы по месту жительства и работы» – район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов.    

Хăйсен профессийĕсенче чи лайăххисемшĕн 2020 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕччен сасăлама май пур.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ