Тарăн шухăшпа тыткăнлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.01.2020, 09:23 Просмотров: 1311

Район хаçатне вулакансемшĕн Геннадий Иванов авторăн ячĕ çĕнĕ мар. «Çĕнтерÿ çулĕн» страницисенче юлашки вăхăтра вăл çине-çинех кăсăклă, çивĕч материалсем пичетлерĕ.

Пурнăçри историсем, уйрăм çынсене халалланă очеркĕсем, çивĕч ыйтусене çĕклекен статйисем вулакансен кăмăлне кайни редакцие килекен ахрăмсенчен те аван сисĕнчĕ. Пăртасра çуралса ÿснĕрен чылай материалĕ унăн ку тăрăхпа, ун çыннисемпе çыхăнчĕ. Вĕсем тарăн шухăшпа, пуян чĕлхепе тыткăнлаççĕ.

Геннадий Николаевич Иванов пирки сăмах хускатни ахальтен мар. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редколлегийĕ ăна Анатолий Емельянов ячĕллĕ литература премийĕн кăçалхи лауреачĕн ятне пама йышăнчĕ.

Çĕнĕ лауреат профессипе – ветеринар: Вăрнарти зооветеринари техникумĕнче, Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх ветеринари институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Шăмăршă районĕн зоотехник-инспекторĕнче тимленĕ. 1973–1976 çулсенче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн аслă ветврачĕ, холодильник цехĕн пуçлăхĕ пулнă. 1976–1977 çулсенче – Шупашкарти аш-какай комбиначĕн инженер-технологĕ, цех пуçлăхĕ. 1977–1985 çулсенче Чăваш енри аш-какай промышленноçĕн производство пĕрлешĕвĕн инженер-технологĕнче, пай пуçлăхĕнче тăрăшнă. Хыççăн 23 çул Шупашкарти аш-какай комбиначĕн тĕп ветеринари врачĕнче вăй хунă, 1993–1999 çулсенче директорсен Канашĕн членĕ пулнă. Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе ĕçленĕ вăхăтра Австрире, Финляндире, Швецире, АПШ-че командировкăсенче пулнă.

Юлашки вăхăтра – 2006–2015 çулсенче – Чăваш Республикинчи коррупципе кĕрешекен обществăлла комиссин председателĕн заместителĕ.

Геннадий Николаевича Анатолий Емельянов ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă ятпа саламлатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика