Хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020, 14:59 Просмотров: 1042

Нумайăшĕн Çĕнĕ çул умĕн мунча хутасси йăлара. Çак сăлтавпа пулĕ, статистика кăтартнă тăрăх, уяв каçĕнче мунчасене вут-çулăм иленнĕ тĕслĕхсем нумай.

Республикăра та вĕсем иртнĕ çул вĕçĕнче темиçе çырăннă: Етĕрнепе Тăвайри пекех хамăр районта та. Декабрĕн 31-мĕшĕнчи каçхине Вăрнар поселокĕнче мунча çуннă-мĕн.

«Пушар тĕтĕм тăрпине тĕрĕс мар вырнаçтарнăран тата ун юсавсăрлăхне пула тухма пултарнă тесе шутлаççĕ. Йывăç мунчан тăрри тата умĕ çуннă, çулăм хуралтăн шал енне те сиенленĕ. Вут-çулăмпа кĕрешме икĕ пушар техники хутшăннă», – пĕлтерет Раççей МЧС-ĕн республикăри управленийĕн пресс-служби.

Иртнĕ çулсенчи статистика даннăйĕсем мунчасем ытларах канмалли кунсенче «шар курнине» кăтартаççĕ. Çавăнпа та, пушар хуралĕн ĕçченĕсем район çыннисене инкексенчен сыхланма – кăмакасемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнма тата вĕсен юсавлăхне асăрхаса тăма – сĕнеççĕ.

Кăмакасене тĕрĕс мар вырнаçтарни, тăрпасен çÿллĕш виçине уяманни, кăмака умĕнче тимĕр листи çукки – хăçан та пулин инкек патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та кăмакасене хăпартма, вĕсене юсаса тăма специалистсене кăна шанмалла. Тăрпара хăрăм капланни те хăрушă – тĕтĕм çулне кварталта пĕр хутран кая мар тасатмалла. Кăмакана хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме, çунакан япаласене юнашар хума, уçă алăкпа хутма, асăрхавсăр хăварма юрамасть.

Мунчан çапăнмалли уйрăмĕнче çутă ытлашши вăйлă пулмалла мар. 12–24 В напряжениллĕ тата 60 Вт-ран хăватлă мар электролампăсем хăрушсăр шутланаççĕ. Вĕсене пăспа шывран ятарлă плафонпа хÿтĕлемелле. Электропроводка валли асбест изоляциллĕ пăралуксемпе усă курсан шанчăклă, выключательне урăх пÿлĕмре вырнаçтармалла.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика