ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Бронх астми

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020 14:59 Просмотров: 914

Бронх астми – сывлав органĕсен вăраха тăсăлакан, инфекциллĕ мар чирĕ. Бронх астми чухне хăйăлтăк сасă илтĕнет, сывлама йывăртарах тата ÿслĕкпе тăсăлакан çăра сурчăк тухать.

Юлашки 20 çул хушшинче бронх астмипе чирлекенсен хисепĕ ÿснĕ, хальхи вăхăтра тĕнчере 300 миллиона яхăн астматик.

Бронх астми чи анлă сарăлнă, шала кайнă чирсенчен пĕри. Калас пулать, бронх астмипе аптракан ачасен хисепĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та ку йывăр чир анчах мар, социаллă пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйту та. Апла пулин те бронх астминчен сипленме пулать, сывлăха тĕрĕслесех тăрсан чир аптратмĕ, сывлăш пÿлĕнме пăрахĕ.

Бронх астмине пуçаракан тĕп сăлтавсем – аллергенсем. Чи анлă сарăлнисем – йăлари аллергенсем% килти тата кĕнеке тусанĕ, аквариумри пулăсен çимĕçĕ, чĕрчунсен лĕкки тата апат-çимĕç аллергенĕсем.

Чирлекенсен 20–40 проценчĕ эмел препарачĕсем ĕçсен тата тепĕр икĕ проценчĕ сиенлĕ производствăра ĕçленĕрен астмăпа аптăрать. Сывлав çулĕсем урлă ерекен инфекци те асăннă чире пуçарма пултарать. Çавăн пекех йăхра астмăпа аптăракансем пурри, шăнса пăсăлни, кăмăл-туйăм улшăнни чир сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.

Сывлăхлă пулас тесен çак сĕнÿсене пурнăçламалла:

пирус ан туртăр, чĕлĕм мăкăрлантаракан çуртсенче ан тăрăр;

бронх астмипе чирлекенсен сивĕ çанталăкра пит-куçа ăшă шарфпа хупламалла;

ăшă çанталăкра уçă сывлăшра хусканусем тумалла, сивĕре – пÿлĕмре;

час-часах хытă пăлханасран асăрханмалла, мĕншĕн тесен кăмăл-туйăм улшăннипе сывлăш питĕрĕнсе ларма пултарать;

шăнса пăсăласран сыхланмалла, гриппа респираторлă чирсемпе чирлĕ çынсемпе хутшăнмалла мар;

инфекци çăлкуçĕсене вăхăтра тупса палăртмалла;

вирус инфекцийĕсем ересрен профилактика ирттермелле, çулсеренех грипран прививка тутармалла;

килте кавир тытмалла мар, çемçе сĕтел-пукан пулмасан та лайăх.

Уçă кĕнеке çÿлĕкĕсем тусан пухнине асра тытăр. Тумтире хупă шкафсенче упрăр. Кĕвепе кĕрешнĕ чух вăйлă шăршăллă япаласемпе усă курмалла мар. Кил-çуртра чĕрчунсене, кайăк-кĕшĕке, аквариум пуллисене ан тытăр. Пÿртре ÿсентăран ан ĕрчетĕр. Вăйлă шăршăллă духипе, спрейпе ан усă курăр. Стенана сăрлăр е çăвăнакан шпалер çыпăçтарăр. Чÿрече каррисем мамăкран е синтетика материалĕнчен пулччăр, вĕсене тăтăшах çумалла. Тĕкпе мамăкран хатĕрленĕ минтерсене синтетика тултарнипе ылмаштарăр. Вĕсене çума лайăх, вырăн витти те лайăх çăвăнакан пусмаран пулмалла.

Кашни кун кил-çурта тасатса çусан аван. Фильтр пур пылесоспа усă курмалла.

Бронх астми – вăраха тăсăлакан чир, çавăнпа та тĕрĕс тата тухăçлă сипленсен астма пирки нумай вăхăта манма пулать.

Республикăри кашни сиплевпе профилактика учрежденийĕнчех бронх астмин шкулĕсене йĕркеленĕ, унта пациентсене профилактика ĕçĕсене мĕнле ирттермеллине вĕрентеççĕ. Тĕплĕнрех пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тухтăрĕнчен ыйтса пĕлме пулать.

Г.КАПИРОВА,

врач-терапевт.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ