Ытларах пĕлес килет-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020, 15:00 Просмотров: 1125

Халăх çыравĕ пирки ытларах пĕлес килет-и; Çакна валли халĕ ятарлă ресурс (www.strana2020.ru) пур.

Официаллă сайтра 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мĕнле иртесси, çĕнĕ технологисем статистика курăмне еплерех улăштарни пирки мĕнпур информаци пур.

«Новости» пай чи çĕнĕ те çивĕч хыпарсемпе, пресс-релизсемпе, анонссемпе, Росстат ертÿлĕхĕпе эксперчĕсен комментарийĕсемпе çĕнелсех тăрать. «Публикаци» пайра та кăсăклă материалсемпе паллашма май пур.

Кăçалхи çырав çĕнĕлле – цифрăллă форматпа – иртет. Çавăнпах сайтăн мультимедийлă пайне пысăк тимлĕх уйăрнă. Фото-, видеоматериалсен пайĕ пуян. Кунтах çыравăн пĕлтерĕшне палăртакан, çыравра харпăр хăй даннăйĕсене мĕншĕн пĕлтерме хăрамалла марри тата ытти пирки те видеороликсем пăхма май пур.

Çĕнĕ ресурс çырав мĕнле пынипе паллаштарать çеç мар, унта кĕрекен кашни çынна вунăçуллăхăн тĕп статистика пулăмне хутшăнма йыхравлать. Кĕçех сайтра «Конкурсы, викторины» пай уçăлмалла, пĕлтерет Росстат. Творчество тупăшăвне юратакансем унта регистрациленме, «уйрăм пÿлĕм» уçма пултараççĕ.

Çавăн пекех кунта çырава пырса тивекен мĕнпур нормативлă документсемпе паллашма пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика