Пĕлтĕрхи кăтартусем пирки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020, 16:49 Просмотров: 1051

Иртсе кайнă 2019 çулта гражданла тăрăм акчĕсене пĕтĕмпе 1036 регистрациленĕ. Çакăнсăр пуçне юридици пĕлтерĕшлĕ 3543 ĕçе те пурнăçланă – пĕтĕмлетет ĕç кăтартăвĕсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕ.

Тĕрĕссипе, ЗАГС пайĕ пурнăçăн мĕнпур тапхăрне паллă туса пырать тесен те йăнăш мар. Çавна май цифрăсем район çыннисен куçăмĕ-тăрăмĕ пирки лару-тăрăва яр уççăн кăтартаççĕ.

Чи малтанах этем ĕмĕрне пуçлакан чи пĕрремĕш – пепке çут тĕнчене килнине пĕлтерекен документ çырăнать. Çемьесене телей кÿнĕ çакăн пек самантсем пĕлтĕр 266 пулнă: районта 125 арçын ача тата 141 хĕрача хушăннă. 204 пепке официаллă пĕрлешнĕ мăшăрсен çуралнă пулсан 36-шне амăшĕсем пĕччен ÿстереççĕ. Çав вăхăтрах 26 ача тĕлĕшпе çуралнине регистрациленипе пĕрлех ашшĕлĕхне те çирĕплетнĕ. Икĕ мăшăрăн вара икĕ хут ытларах телей% вĕсен çемйисем йĕкĕрешсемпе пуянланнă.

Çын пурнăçĕн тепĕр тапхăрне сăнлакан чи пăлхануллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм – пĕр-пĕрне тупнă чĕресем çĕнĕ çемье çавăрни. ЗАГС ĕçченĕсем пĕлтĕр мăшăрлану çинчен 124 акта регистрациленĕ. Çемье чăмăртанисенчен 96 арçын тата 94 хĕрарăм мăшăрланăва пĕрремĕш хут кĕнĕ пулсан, 28 арçынпа 30 хĕрарăм – иккĕмĕш хут.

Ял поселенийĕсенчи кăтартусене уйрăммăн тишкерес-тĕк, туйсем ытларах Çĕрпел тăрăхĕнче (10) кĕрленине каламалла. Мăн Явăш тата Калинино тăрăхĕсенчи мăшăрсемшĕн те Мендельсон маршĕ 9 тата 7, çавăн пекех Аçăмçырмипе Ершепуç поселенийĕсенче 6-шар хутчен вылянă. Ыттисенче кăтартусем вĕсенчен пĕчĕкрех. Вăрнар хула поселенийĕнчи лару-тăру пăшăрхану туйăмĕ çуратать: уйрăлнисен шучĕ (34) çемье çавăракансенчен (31) иртсе кайнă. Ял тăрăхĕсенчен пăртассен те çакнашкал ÿкерчĕк: çĕнĕрен «çуралнă» пĕр çемье вырăнне тÿрех тăваттă арканнă. Районĕпе вара тĕрлĕ сăлтава пула 64 мăшăр саккунлă майпа уйрăлнă: 54-шĕ – суд йышăнăвĕпе, 10-шĕ – пĕрлехи заявленипе.

Шел те, районта çынсен пурнăçĕсем татăлнă тĕслĕхсен шучĕ пысăк. ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх, пĕлтĕр 277 арçын вилĕмне регистрациленĕ, вĕсем вăтамран 64,6 çул пурăннă. Хĕрарăмсен пурнăç тăсăмĕ вăтамран – 76,2 çул, вĕсем 242-ĕн çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

ЗАГС пайĕн специалисчĕсем çулталăк тăршшĕпе ирттернĕ ĕç, тĕрĕссипе, тĕрлĕ енлĕ. Сăмахран, хушамат-ят, ашшĕ ятне ылмаштарас ыйтупа кунта 14 çын килнĕ. Çавăн пекех гражданла тăрăм акчĕсене улшăнусем, тÿрлетÿсем, хушнисем кĕртессипе 212 заявление пăхса тухнă.

2019 çулта ЗАГС специалисчĕсем тепĕр хутчен 411 свидетельство панă, 1242 справка çырнă, актсен копийĕсемпе тата вĕсенчи сведенисемпе 1043 хутчен тивĕçтернĕ, ют çĕршыв территорийĕнчен документсем ыйтса илме 4 хутчен юридици пулăшăвĕ кÿнĕ тата ытти те.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ пурнăçланă патшалăх регистрацийĕшĕн тата юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсемшĕн пухăннă патшалăх пошлинин виçи 353930 тенкĕпе танлашать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика