Ĕç çыннисем канмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020, 16:49 Просмотров: 1072

Канмалли кунсенче те ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç шавĕ тăрать. Хальхи вăхăтра районта тырă аллассипе 13 звено ĕçлет.

– Паха вăрлăх – лайăх тухăç никĕсĕ. Кăçал çураки ирттерме тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 3009 тонна хывнă, планпа кирлинчен 8 процент ытларах. Çак вăхăт тĕлне тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 72 проценчĕ (2133 тонна) кондициллĕ, – пĕлтерчĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев. – Республикипе илсен, вăрлăхăн 64 проценчĕ ака стандартне тивĕçтерет.

Районĕпе илсен, урпа 2042 тонна, çурхи тулă – 569, сĕлĕ – 213, вика – 80, пăрçа – 60, хуратул 8 тонна тĕрĕсленĕ. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен шăтаслăхĕ лайăх.

Аграрисем минераллă удобренисем кÿрсе килессипе те ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх çакă паллă% ял хуçалăх таварне туса илекенсем хальлĕхе 2120 тонна минудобрени туяннă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 1700 тонна пулнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика