Ял тăрăхĕсенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:23 Просмотров: 728

Субботник иртнĕ

Масар сăнĕ – ял сăнĕ, теççĕ халăхра.

Ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тăвансен çутă сăнарне асра тытасси, сăваплă вырăна пăхса тăрасси кашни çыннăн пысăк тивĕçĕ. Масар территорийĕнче тирпей-илем кĕртессипе тăрăшни вăл-ку тăрăхра пурăнакансен культура шайĕ мĕнле пулнине те яр уççăн кăтартса парать.

Пĕлтĕр тăвальушкăнь-ялтăрасен ĕçченлĕхĕ пирки хаçатра пĕрре мар çырса кăтартнăччĕ. Çĕнĕ 2020 çул хăйĕн хапхине уçса ячĕ кăна – вĕсем каллех хастарлăх кăтартса ыр ята тивĕçнĕ. Ялти пуçаруллă çынсем сăваплă вырăна тирпейлĕх кĕртес тесе субботник йĕркеленĕ. Аçăмçырми ял тăрăхĕн администрацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, пархатарлă ĕçе 20 ытла çын хутшăннă. Ял хастарĕсем çитĕнсе кайнă йывăç-тĕме, хăрнă туратсене йăлтах касса тирпейленĕ.

 

Çĕнĕ медпунктра хăтлă

Пĕлтĕр Кÿстÿмĕр тата Аçăмçырми ялĕсенче çĕнĕ медпунктсем хута кайнă. Сиплев учрежденийĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

Кÿстÿмĕрти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Татьяна Сидорова пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ вырăнта ĕç условийĕсем лайăх. Ял халăхне пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме, чир-чĕр ересрен профилактика ĕçĕсем ирттерме майсем çителĕклĕ. «Хăтлă медпунктра ĕçлеме питĕ кăмăллă, – палăртрĕ фельдшер. – Вĕри, сивĕ шыв та пур. Медицина техники çителĕклĕ».

Татьяна Сидорова пĕтĕ-мĕшле практика тухтăрĕпе Ольга Казаковапа Кÿстÿмĕр тата Авруй ялĕсенчи çынсен сывлăхĕшĕн яваплă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне пурнăçласа 2020– 2024 çулсенче районта тата 10 медпункт хута яма палăртаççĕ.

 

Çулсем – шанчăклă алăра

Фермер хуçалăхĕн ертÿçи Николай Герасимов хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Ахальтен мар ĕнтĕ кăçал та ăна Кульцав ял тăрăхĕнчи çулсене юртан тасатма шаннă. Çил-тăман тухсанах Николай Герасимов çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрать.

Çавалкас ял тăрăхĕнчи çулсен йĕркелĕхĕшĕн Евгений Лукин фермер яваплă. Вăл та ĕçтешĕ пекех шанса панă ĕçе чыслăн пурнăçласа пырать.

 

Туслă ушкăнпа – вăрмана

Кушар Юнтапара сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем хушшинче çитĕннисем те, ачасем те сахал мар.

Акă, нумаях пулмасть туслă ушкăн йĕлме йĕлтĕрсене сырса вырăнти вăрмана çитнĕ. Шурă тумпа витĕннĕ йывăçсем спорт тусĕсене илемĕпе тыткăнланă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем вăрманти уçă сывлăшпа кăкăр туличчен сывланă. Ача-пăча вылянă, чупнă. Шăпăрлансен хаваслă сасси вăрманти шăплăха самантрах сирнĕ.

Ушкăнпа йĕлтĕрпе уçăлса çÿрени спорт тусĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ.

 

Аслă ăру хисепре

Ĕçпе вăрçă ветеранне – Кĕçĕн Кипекре пурăнакан ятлă-сумлă Вера Ивановна Васильевана – район ертÿлĕхĕ, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 90 çулхи юбилейпе саламланă, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.

Вера Ивановнан кун-çулĕ пархатарлă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе çитĕннисемпе танах çичĕ хут тара ÿксе ĕçленĕ. Вăрман хатĕрленĕ çĕрте йывăр пулнă, анчах та ал усман, нăйкăшман. Выçăллă-тутăллă пурнăçа чăтса ирттернĕ.

Вăрçă хыççăн Свердловск облаçĕнче торф шурлăхĕнче те вăй хунă. Тăван яла таврăнсан çемье çавăрнă, мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕн 10 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук.

Вера Ивановна ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнăскер халĕ те ал усса ларасшăн мар. Алсиш-нуски çыхать, çулла пахча-анкартире тăрмашать. Пĕлтĕр куçне сипленĕ, хальхи вăхăтра юратнă «Çĕнтерÿ çулне» куçлăхсăрах вулать. Район хаçачĕн кашни номерне тăван пекех кĕтет.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика