Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:24 Просмотров: 707

Йĕрке хуралçисем, служба вăй-хал çирĕплĕхĕпе тÿреммĕн çыхăннине кура, спортпа уйрăмах туслă.

Ăмăрту-тупăшусенче хастар, ведомство ирттерекен е республика-çĕршыв шайĕнчи турнирсенче те малтисен йышĕнче.

Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви сотрудниксем хушшинче харпăр хăйне пăшалсăр хÿтĕлес мелсем енĕпе чемпионат йĕркеленĕ. 78 спортсмен тĕрлĕ виçе категорийĕнче тупăшса пысăк ăсталăх кăтартнă. Уйрăм спортсменсем хушшинче çĕнтерÿçĕсене палăртнипе пĕрлех команда первенстви те иртнĕ. Унта вăрнарсем те хăйсене маттур кăтартнă. Наркотиксен çаврăнăшĕн тĕрĕслевĕ енĕпе тимлекен управленин тата полицин Шупашкар хулинчи управленийĕн ушкăнĕсем хыççăн полицин «Вурнарский» пайĕн команди виççĕмĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсем Чăваш ен чысне Раççейри ăмăртусенче хÿтĕлĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика