Уяв умĕн журналистсемпе тĕл пулнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:25 Просмотров: 712

Çулталăк пуçламăшĕ – хыçалалла çаврăнса, иртнĕ çул мĕн туса ирттерме ĕлкĕрнине хакламалли, мĕнле тĕллевсем патне ăнтăлмаллине палăртмалли вăхăт. Ытти тытăмсенчи пекех Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ те професси уявĕ – Раççей Следстви комитечĕ йĕркеленнĕ кун – тĕлне пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Кăтартусемпе пай ертÿçи Александр Гаврилов юстици полковникĕ журналистсене уяв умĕн ирттернĕ брифингра паллаштарнă, ыйтусене хуравланă.

– Александр Валерьевич, 2019 çул эсир ертсе пыракан коллектившăн епле иртрĕ тесе хаклатăр?

– Унчченхи çул, тĕрĕссипе, ансат мар пулчĕ, апла пулин те ăна тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Следстви пайĕ преступленисем çинчен 484 пĕлтерĕве пăхса тухнă, вĕсем тăрăх 116 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тапхăрта 140 преступлени тĕлĕшпе 99 уголовлă ĕçе тишкерме тивнĕ. Следовательсем 91 уголовлă ĕçе суда янă. Вĕсем хушшинче – çын вĕлернипе, сывлăха йывăр сиенлесе вилĕм кÿнипе, мăшкăлланипе, çынсене саккунсăр ирĕксĕр хăварнипе, ĕç сыхлавĕн правилисене пăснипе, ача-пăча порнографине сарнипе, должноçри преступленисемпе тата коррупципе çыхăннисем, уйрăм право статусĕллĕ çынсем тунисем.

– Криминаллă лару-тăру пирки мĕн калама пултаратăр?

– Следстви пайĕ хăйĕн ĕç-хĕлне Çĕмĕрлепе Улатăр хулисенче, Çĕмĕрле, Улатăр, Пăрачкав, Вăрнар районĕсенче пурнăçлать. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан криминаллă кăтартусем чакнине куратпăр. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем сахалрах, çынсене вĕлернĕ тĕслĕхсем виçĕмçулхи шайра. Сăмахран, следовательсем çын сывлăхне юриех йывăр сиенлесе асăрхамасăр вилĕм кÿнĕ 4 тĕслĕхе тишкернĕ. Арлăх преступленийĕсем тĕлĕшпе те 7 уголовлă ĕç пуçарнă. Преступленисене уçса параслăх шайĕ те – 100 процент.

Палăртма кăмăллă: пирĕн пĕр шухăшлă, пултаруллă специалистсенчен чăмăртаннă коллектив саккунлăха тивĕçтерес тĕллевпе мĕнпур вăя тата тÿсĕмлĕхе, çирĕплĕхе хыврĕ. Чăннипех, пĕр тĕвĕре тимлерĕ. Анчах çитĕнÿсенче йĕрке хуралĕн тата асăрхавăн ытти органĕсен (шалти ĕçсен, прокуратура, ФХС, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен) тÿпи те пысăккине палăртмасăр май çук. Вĕсен пулăшăвĕпе, пĕрле тăрăшуллă тимленипе кăна криминаллă лару-тăру çирĕп тĕрĕслевре.

– Обществăри сиенлĕ пулăма – коррупцие – хирĕç тăрасси мĕнле шайра?

– Тÿрех калатăп: коррупциллĕ пулăмсемпе кĕрешесси – следстви ĕçĕ-хĕлĕнче чи приоритетлисен шутĕнче. 2019 çулта коррупци енĕпе тунă преступленисемпе 28 уголовлă ĕç пуçарнă. Айăпланаканĕсем – депутатсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, федераллă органсемпе учрежденисен, муниципалитетсен, коммерциллĕ организацисен ертÿçисемпе должноçри çыннисем.

– Пĕлетпĕр, следстви пайĕ çула çитменнисен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессине уйрăмах пысăк тимлĕхе хурать.

– Чăн та, ачасене хирĕçле тунă преступленисене тишкерессипе, вĕсене пула инкек тÿснĕ ачасене пуренлĕ пулăшассипе следовательсем принципиаллă тимлеççĕ. Пĕлтĕр асăннă ушкăнри киревсĕр пулăмсемпе 12 уголовлă ĕçе тĕпченĕ. Суд тенкелĕ çине ачасене инкек кÿме хăйнă 12 çын ларчĕ, вĕсенчен ытларахăшне чылай вăхăтлăха тĕрмене хупнă. Сăмахран, Пăрачкав районĕнчи 29-ти арçынна вунпиллĕкри хĕрачана мăшкăлланăшăн суд 10 çул та 5 уйăхлăха ирĕксĕр хăварчĕ.

Вăрнар районĕнчи 44-ри хĕрарăма та, акă, суд 3 çул та 2 уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарчĕ. Унăн хăйĕн ачине хирĕçле преступленишĕн явап тытма тиврĕ. Следстви тата Вăрнар район сучĕ палăртнă тăрăх, 2017 çулхи февральтен пуçласа пĕлтĕрхи январьчченхи тапхăрта хĕрарăм ывăлне пăхса ÿстерессипе тата воспитани парассипе тивĕçне пурнăçламан, унсăр пуçне ачана хĕненĕ те. Эрех ĕçме юратакан хĕрарăм ывăлĕ мĕн çини-тăхăнни пирки кулянман. Ун умĕнчех спиртлă шĕвексене ăша яма та именмен. Хăшпĕр чух (çав шутра каçхине те) арçын ача килте пĕччен юлнă, тепĕр чух унăн тăванĕсем патĕнче те пурăнма тивнĕ. Юлашки тискер тĕслĕх хыççăн хĕрарăмăн аслă ачисем хăйсем йĕрке хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтса заявлени çырнă.

Ачасене хирĕçле преступленисене тишкернипе пĕрлех следовательсем ку киревсĕр ĕçсене пулма май паракан сăлтавсене сирессине те тимлĕх уйăрнă. Çавна май профилактика органĕсен, вĕрентÿ организацийĕсен должноçри çыннисен ĕç-хĕлне хак парса çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.

– Саккунлăха çирĕплетессипе малашлăх тĕллевĕсене мĕнле куратăр?

– Çĕмĕрлери следстви пайĕ ÿлĕмрен те коррупциллĕ пулăмсемпе вирлĕн кĕрешессипе, çынсен конституциллĕ прависене (çав шутра – ĕç тÿлевĕ енĕпе те) хÿтĕлессипе, шалу парăмĕсене татма витĕм кÿрессипе, социаллă хÿтлĕхсĕр ушкăнрисен – çула çитменнисен, ватăсемпе инвалидсен – прависене уянине тивĕçтерессипе тата ытти ыйтусемпе хастарлăха чакармасăр вăй хума палăртать. Коллективăн ĕçлеслĕх шайĕ пысăк, сотрудниксем профессионаллă, ума лартнă задачăсене пурнăçлама яланах хатĕр. Кашниех кăткăс уголовлă ĕçсене чылай тишкернĕ.

Саккунлăхпа йĕркелĕх хуралĕнче çума-çумăн тимлекен ĕçтешĕмсене январĕн 15-мĕшĕнче паллă тунă професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çăмăл мар службăра чăтăмлăх, пĕрмаях вĕренсе-аталанса следстви ăсталăхне ÿстерме, Раççей офицерĕн ятне çÿлте тытма сунатăп. Çывăх çыннăрсен юратăвĕпе ăнланулăхĕ çитĕнÿсем тума пулăшса, хавхалантарса пыччăр. Паянхи сотрудниксене те, ветерансене те çирĕп сывлăх, ăнăçу-телей сунатăп.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика