Кĕнеке тусĕсене йыхравлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:25 Просмотров: 815

Кăçал Чăваш кĕнеке издательстви 100 çул тултарать.

Çак сумлă датăна халалласа социаллă проект старт илнĕ, ун йĕркипе район-хуласенче авторсем вулакансемпе тĕл пулаççĕ, кĕнеке презентацийĕсем ирттереççĕ.

Çакнашкал тĕлпулăва Вăрнарта январĕн 21-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче ирттерме палăртнă. Курав каçне хамăр районтан тухнă писательсем – Улькка Эльмен, Ольга Австрийская, Галина Матвеева килсе çитмелле. Вĕсем хăйсен Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кĕнекисемпе паллаштарĕç. Уяв 10 сехетре пуçланать.

Тĕлпулу йĕркипе издательствăн çĕнĕ кĕнекесен куравĕпе суту-илĕвĕ те иртĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика