Лауреат ятне илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.01.2020, 11:26 Просмотров: 739

Калининăра пурăнакан Роза Семеновна Волкован калавĕсем, сăввисем, тĕрленчĕкĕсем район хаçатне вулакансене пурнăçри самантсемпе пĕрре мар тыткăнларĕç.

Тĕлĕнмелле талантлă çырать вăл – вуланăçемĕн хайлаври мĕнпур сăнар, ÿкерчĕк чăн пулнăн куç умне тухса пыраççĕ. Сăввисем юрланса вуланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсенчен чылайăшне кĕвве хывса чăваш эстрада юрăçисем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ кăмăлласа юрлаççĕ. «Манăçми сăнсем», «Улмуççи шап-шурă çеçкереччĕ», «Хăçан тĕл пулăпăр» кĕнекисене те халăх хапăлласа йышăнчĕ.

Литературăри пултарулăхне пысăка хурса хакласа, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата вулакансене кăсăклă произведенисемпе тыткăнланăшăн 2017 çулта Роза Волкова редакци çирĕплетнĕ А.Емельянов ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăчĕ.

Декабрь вĕçĕнче Роза Семеновнан тата тепĕр сумлă ят хушăнчĕ – ăна Н.Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн лауреачĕн ятне панă. Ку премие Красноармейски районĕнче çирĕплетнĕ. Ахальтен мар. Роза Волкова – ку район кинĕ. Элĕк районĕнчи Çăлкас Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Красноармейски тăрăхĕнчи Çирĕклĕ ялĕнчи Валериан Прокопьевич Прокопьевпа пĕрлешнĕ. Çирĕм çул ытла ку районти Карайпа Яманак шкулĕсенче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Вăрнар районĕнче, Калинино салинче, 1980 çулта пурăнма тытăннă. Шкул-интернатра воспитательницăра, вырăс чĕлхипе литератури учительницинче, директорăн вĕрентÿ енĕпе тимлекен заместителĕнче ĕçленĕ.

Роза Волковапа пĕрле Н.Янкас ячĕллĕ преми лауреатне тата тăватă çын илнĕ. Чыславлă уяв каçне Калининăри Людмила Терентьевапа Виктор Волков та хутшăннă. Вĕсем Роза Семеновна çырнă юрăсене шăрантарса куракансен чĕрисене тыткăнланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика